Комментари хушас

11 Юпа, 2014

Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕррехинче...

Черетлĕ отпуска черетлĕ çĕр-шыва пуçтарăннă май хамăн чĕлхе саппасне “Овербукинг” терминпа пуянлатма тивесси пирки кам шухăшлама пултарнă? Сăмахĕ, чăн та, кăмăллах мар, пĕлтерĕшне те малтанах ăнланмарăм та. “Вокруг света” турфирмăн Шупашкарти представительствинче вăй хуракан оператор ĕмĕр асра юлмалла ăнлантарчĕ... Юрĕ, йĕркипех каласа парам.

Теветкеллĕх

Кашни çулах аякри çĕр-шыва çула тухма хăнăхнăскерсем кĕр çывхарнă май кăçал та тăрăшсах маршрут тишкерме пуçларăмăр. Анчах та хакĕсем ай-яй! çыртаççĕ çав. Пирĕн кĕсьешĕн чухах çĕре вара хамăрăн кăмăл туртмасть: Египет, Турци, Тунис... Унсăр пуçне, пулса та курнă унта. Шыракан тупать тет. Марокко çĕрĕнчи Агадир хулинчи отель акци йĕркеленине пĕлтĕмĕр Интернетран. Ытти чухнехинчен кăшт кăна йÿнĕрех хакпа пырса курма чĕнет. Анчах та акци пĕр эрне кăна пырать. Ĕлкĕрес пулать! Юрать пуçлăхсем ăнланаççĕ. Отпуска графикра палăртнинчен эрне маларах ыйтсан хирĕçлемерĕç - канма ирĕк пачĕç. Укçа-тенкĕпе те тивĕçтерчĕç. Эпир вара хăвăртрах турфирмăна кайса сахал та мар, нумай та мар - 50000 тенкĕ - хыврăмăр. Ку - путевка тата самолетпа вĕçмелли билетсен пĕр пайĕ кăна-ха. Тепĕр кунах савăнтарчĕç - эпир ыйтнине тивĕçтернĕ. Ура! Чăн та, хĕрĕмĕн юлташĕн, пирĕнпе пĕрле кашни çулах тухаканскерĕн, кăмăлĕ кăшт хуçăлнăччĕ. Ара, унăн куккăшĕн ывăлĕ шăпах çак кунсенче авланать-çке. Хайхи куккăшĕ вара пирĕн республикăра чи паллă предпринимательсенчен пĕри. Шеп те пулĕ апла туй! Хĕр пĕрчи, эпир яланах кĕр енне кăна каяссине пĕлекенскер, канăва çăвĕпех кĕтрĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ?! Унта та, кунта та каяс килет. Марокко çĕнтерчĕ, пике пирĕнпе пĕрлех сумка пуçтарма пуçларĕ. Ыран - çула! Анчах та билетсене алла илмен-ха... Шыва кĕмелли ăптăр-каптăр туянмашкăн тесе хулана тухсан çула май турфирмăна кĕтĕмĕр. Ара, ыран Мускавран вĕçмелле вĕт. Вăт хайхи ăнланмалла мар çак сăмахпа кĕтсе илчĕç те пире унта: ОВЕРБУКИНГ... Мĕнпе пуçса çимелле тет ăна??? Халĕ унăн пĕлтерĕшне питĕ лайăх ăнланатăп. Турист, нумай чухне пĕр-пĕр туроператор урлă, хăна çуртĕнче номер саккас парать, укçине тÿлесе хурать. Патне çитсен вара ăна... унта вырăн çуккине калаççĕ. Мĕнле капла? Укçине тÿленĕ-çке? Хăна çурчĕ пĕр вырăна темиçе бронь те йышăнасси йăлара-мĕн - тен, пĕрин мĕн те пулин сиксе тухĕ те килеймĕ... Вăт эпир те çавăн пек лару-тăрăва çаклантăмăр. Туроператорсем пĕрин хыççăн тепри панкрута тухса пынă вăхăтра вĕсен пулăшăвĕпе усă курса чикĕ леш енне каясси капла та теветкеллĕччĕ-ха. Кунта вара тата урăхларах амак... Мĕн тумалла ĕнтĕ халь? Аллă пине çунтарса ямалла-и?! Сехре самаях хăпрĕ. Юрать сăмахĕ кăна хăрушă-мĕн, лару-тăрăвĕ - аплах мар. Овербукинг /кур-ха, сăмахне калама та хăнăхрăм/ тĕрлĕ меслет сĕнет: е çав шайри, анчах та урăх отеле суйлама пултаратăр, е пачах та урăх çĕр-шыва. Нимĕн те тивĕçтермесен укçăра йăлтах тавăрса парĕç. Юлашки хыпара илтсен кăштах чун кĕчĕ темелле. Юн чупма пуçланипе пите тинех хĕрлĕ тĕс çапрĕ. Анчах та пире пĕр варианчĕ те тивĕçтермест! Урăх отеле каяс килмест: Агадирта пĕртен пĕр çак хăна çуртĕнче кăна аниматорсем - вăхăта хаваслă ирттерме пулăшса тĕрлĕ вăйă-конкурс йĕркелекенсем - пур. Урăх çĕр те илĕртмест - ара, пире каллех Египет та Турци сĕнеççĕ. Ĕнтĕ укçана та каялла илес килмест! Ăçта та пулин пур пĕр каяс килет-çке, кунта вара - акци. Тавлашсан-тавлашсан “консенсус-компромисс” тупрăмăрах. Ниçта та мар, çак отелех каятпăр. Анчах та - шăп тепĕр эрнерен. Акци вăхăчĕ иртет-и? Темех мар, уйрăмлăхне туроператор саплаштарать - овербукингшăн нихăçан та турист айăплă мар. Фу-у-у... Аса илсен çамка çине тар тухрĕ...

Малтанах хăраса пĕтнĕччĕ. Тĕрĕсех калаççĕ, кирек мĕнле медалĕн те тепĕр енĕ те пур: хайхи шăпах çавна пула çула эрне каярах тухма тиврĕ. Пирĕн хĕр пĕрчи вара шăпах ăна пула туйра та ура хуçсах ташласа ĕлкĕрчĕ, канма та кăмăлпах пуçтарăнчĕ.

Ыйхăпа кĕрешсе

Куçăхтарас мар тесе ăçта пуçтарăннине никама та каламанччĕ, кур-ха, пур пĕр пуçламăшĕнчех такăнмалла пулчĕ. Йĕркеллĕ çаврăнса килмелле пултăрахчĕ. Интернет урлă çула май тупăннă машинăна ларса Мускава вĕçтертĕмĕр. Вăрăм çул хăйшĕн кăткăс маррине ĕнентерме тăрăшрĕ водитель. Мускавра ĕçлекенскер кашни эрнерех Шупашкара таврăнать-мĕн. Мĕнех, питĕ аван. Пăртак тĕлĕнмеллерех çын пек туйăнчĕ-ха та ĕнтĕ хăй... Хула варринчи заправкăра хула хĕрринчи заправкăна çитмелĕх бензин ячĕ. Хула хĕррринчинче - тата тепĕр заправкăна çитмелĕх... Юрĕ, пĕр тĕлĕнтермĕшсĕр çын хăех - тĕлĕнтермĕш. Анчах та машинăна ларсанах çывăрса каймалли юрă-кĕвĕ ячĕ хайхи. Эпир вара çур çĕр тĕлĕнче çула тухрăмăр. Паллах, эпир ларнă-ларманах хуп турттарма пуçларăмăр. Пушшех - кĕвви çавăн пек. Ара, водительшĕн кун пек çул йывăр мар терĕ вĕт. ...Хыçра КАМаЗ хыттăн кăшкăртнипе шарт сиксе вăранса кайрăм. Эпир çăмăл машинăпа чутах унăн урапи айне кĕрсе кайман иккен. Пирĕн водитель мĕн, çывăрать-им? Кайсан-кайсан хамăр тÿп-тÿррĕн... çул айккине вăркăнса пынине куртăм - куçа шăп çав вăхăтра уçса янăччĕ те. Юрать руле пăрса ĕлкĕрчĕ! “Эсир çывăрнипе манăн та куç хупăнать!” - кăшкăрчĕ хайхи ман çине хăйне асăрхаттарма тăрсан. Юрĕ, кăшкăртăр, ан çывăртăр кăна. Çитес çĕре чиперех çитсе ÿкесчĕ.

Мускавран тухма пĕлмен “таксист” - хăйĕнпе çапла паллаштарчĕ-çке-ха вăл - шĕкĕр хуламăр айккинче мар, варринче те пачах çÿреме пĕлмест иккен. Çынран ыйта-ыйта - “Манăн навигатор пуçра”, - хуравларĕ пире вăл çак хатĕр пирки каласан - кирлĕ çĕре аран çитрĕмĕр. Чи кирли - чĕррĕн. Çавăнпа та хайхи тĕлĕнтермĕш арçын: “Эпĕ сире килĕшрĕм пулсан каялла таврăннă чухне те ман патах шăнкăравлăр - Шупашкара пĕрле таврăнăпăр”, - тенине кула-кула кăна хăлха çумĕпе ирттертĕмĕр.

Каллех - Çывăх Хĕвел тухăçне

Ку таранччен “Шереметьевăран” кăна вĕçме тÿр килнĕччĕ. Унта темиçе терминал, халăх та питĕ нумай. Хальхинче Домодедовăран каймалла. Кунта халăх ытлашши хĕвĕшмест, аэропорт та пысăках мар. Телее, билетра кăтартнă вăхăтран кăшт та тытăнса тăмасăр сывлăша хăпартăмăр. Марокко туристсене ытлашши илĕртменнине илтнĕччĕ-ха. Чăн та, самолетра хыçалти вырăнсем пушах. Эпир виçĕ çын лармалли вырăна кашни пĕрерĕн йышăнтăмăр та улпутла саркаланса кăна пытăмăр. Кăтра пĕлĕтсем çийĕпе сăпкари пек ярăнтарса пычĕ самолет. 10400 километр çÿллĕшĕнче сехетре хыçа 860 çухрăм хăварса Аладдинăн кавирĕ çинчи пекех çемçен вĕçтерчĕ Боинг-757. Сăмах май, вăл пĕр харăс борт çине 235 çынна йышăнма пултарать. “Сывă пул, Мускав! Салам, Тухăç, Марокко, Агадир!” - куç хупанки çине тăманасем килсе ларса ĕлкĕриччен мĕлтлетрĕ пуçра... 6,5 сехетрен пирĕн Африкăн çурçĕр-хĕвел анăç пайне анса лармалла. Лайăх пулсан хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисемпех Атлантика океанĕн хумĕсенче чăмпăлтатăпăр. Кунта хĕвел кахалли пирки вулакана Египетран /Африкăн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă/ таврăнсанах çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ: васкаса тăмасть вăл, ирхи 7 сехетре те çутăлса çитмест. Каçхине вара часрах тусем хыçĕпе хумсем айне пытанма хыпаланать. Шыв тенĕрен, вăл кунта ăшах маррине те малтанах асăрхаттарчĕç. Анчах та пире ку та хăратмасть, юхса выртакан Атăл тин сунă сĕт пек ăшăлăхĕпе савăнтарманнине хăнăхнă ĕнтĕ.

Чăн та, ăшă кăмăлĕпе палăрмарĕ Атлантика. Çитнĕ кун шыв хĕррине пыма та шиклентĕмĕр - серфингшăн кăна юрăхлă, çынран та çÿллĕ хумсем çиллессĕн тулларĕç çырана. Иккĕмĕш кун урана йĕпетмелĕх хăюлăх çитрĕ çапах та. Шывĕ-ĕ! Си-ивĕ!!! Виççĕмĕш кун вара пурин çине те алă султăмăр та хумсемпе кĕрешме кĕрсе кайрăмăр. Пуç урлах хупласа та пăхрĕ вăл. Эпир пур пĕр çыран хĕррине тухманнине кура вĕчĕрхеннипе çапса та чикелентерчĕ. Шыв темерĕн - кăмăлĕ хăйĕн тата самантрах улшăнать: çавăнтах пырса ăшшăн лăпкать, кăтăкласа та пăхать. Кĕрешсе ывăнса çитсе çыран еннелле çаврăнсан тытса чарас пек хыççăн хăвалать. Пĕр хум хыççăн тепри хăваласа çитсе темĕн пăшăлтатать, ачашласа çупăрлать, ытамне илет, хăй ытла кăтăрса кайнишĕн каçару ыйтать. Çакăн хыççăн лăпкăн кăна каялла васкать... Пĕлет-ха та: ыран каллех килетпĕр...

Атлантика пĕр канмасăр ĕçлет. Тепĕр ирхине океан хĕррине çитрĕмĕр те утатпăр-утатпăр... Мĕн амакĕ? Шыв талăкра питĕ вăйлă выляса тăрать-мĕн - ир енне чакать, каç енне каялла тулать. Кунĕпе 100 /!/ метра яхăн унталла-кунталла куçать шыв.

Çурçĕр-хĕвел анăç Африкăра тата мĕн курса çÿренисене çитес номерте çырса кăтартма Рита АРТИ шантарать.

СĂМАХ МАЙ. Овербукинг аллă çул каялла Америка авиакомпанийĕсене пула çуралнă теççĕ. Сăлтавĕ - хыт кукарлăх тата айванлăх. Самолетсене ĕлкĕреймен пассажирсене укçа-тенке каялла тавăрса парас килменнипе маркетинг çак меслетне шухăшласа тупнă та вĕсем. Каярахпа ку стратеги машинăсем арендăна паракансене те, шыв тăрăх çула тухассине йĕркелекенсене те килĕшсе кайнă. Унтан ăна отельсен хуçисем ярса илнĕ.

Раççей тата СССР тытăмне кĕнĕ çĕр-шывсен пур турисчĕ те çак инкеке лекме пултарать. Анăç вара ку енĕпе пирĕнтен малта пырать. Европа туроператорĕсем хăна çурчĕсене хăйсен килĕшĕвĕсене алă пусма сĕнеççĕ. Кун пек чухне туризм пуянĕсене тур сыхлатăр хайхи овербукингран! Штраф тÿлесе çитереймĕç! Раççей туроператорĕсем вара отельсем сĕнекен килĕшÿсене алă пусаççĕ. Хайхи пĕр номере икĕ çынна сутнă, вырăна вара иккĕш те пырса çитнĕ пулсан кама урăх номер шырама сĕнĕç тетĕр? Ан та иккĕленĕр - Европа турисчĕ енне вĕсем сывлама та хăраççĕ, мĕншĕн тесен унăн ирĕкне туроператор юрисчĕсем куç шăрçи пек сыхлаççĕ. Хăвăршăн та пит шикленсех ÿкме кирлĕ мар - кун пек лару-тăрура отеле туроператор урлă мар, тÿрремĕнех пыракан туристсем чи малтан шар кураççĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.