Украинăна та пусмăрлăхран хăтарнă
Павел Порфирьев Мухтав орденĕн виçĕ степеньне те тивĕçнĕ вун виçĕ ентешĕмĕртен пĕри. Вăл Вăрмар районĕнче Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1939-1940 çулсенче финн вăрçине хутшăннă, танк механик-водителĕ пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче - танк бригадин разведротин бронетранспортер командирĕ. Разведчик - пĕрмаях хăрушлăхра, пĕрмаях вилĕм умĕнче. П.Порфирьева 1942 çулхи çурла уйăхĕнче «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Тепĕр çултан Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче III степень Мухтав, çу уйăхĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр, çурла уйăхĕнче II степень Мухтав, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче I-мĕш степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. Паттăр старшина Хĕвел анăç, Украина, Беларуç, Прибалтика фрончĕсенчи çарсенче тăнă, 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Вăрçăран тăван ялне кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Ĕмĕрне ялтах ĕçлесе ирттернĕ, 1952-1976 çулсенче вăрманçăра тăрăшнă.
Павел Порфирьевич общество пурнăçне хастар хутшăннă. Шкул ачисемпе-и, аслă çултисемпе-и, ĕç коллективĕсемпе-и - чĕннĕ çĕре хаваспах çитнĕ вăл. Фронтри юлташĕсемпе, писательсемпе, кино ÿкерекенсемпе çыру çÿретнĕ. Мухтав орденĕн тулли кавалерне К.Симонов çыравçă «Они сражались за Родину» кинофильмра ÿкерĕнме те йыхравланă. П.Порфирьев Хĕвел анăçĕнчи нумай хулапа яла фашистсенчен тасатма хутшăннă. Çав шутран Украинăна та.
Вăрмар районĕн тавра пĕлÿ музейĕн архивĕнче П.Порфирьев ячĕпе килнĕ çыру упранать. 7-мĕш «а» класра вĕренекенсен ячĕпе 1973 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче отряд председателĕ Ольга Макаренко çырнă. Адресĕ: Украина ССРĕ, Кировоград хули-3.
«Хаклă Павел Порфирьевич!
... Сирĕн çырăвăра илтĕмĕр, уншăн тав тăватпăр. Эсир пире çыру çырма темиçе минут уйăрнăшăн питĕ савăнтăмăр. Сирĕн пирвайхи çырăва чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр.
4-мĕш чĕрĕкре пирĕн, хĕрлĕ йĕрлевçĕсен, çакăн пек тĕллев: хамăрăн хулана нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă салтаксене шыраса тупасси. Эсир Алексеевка поселокĕнче разведкăра пулни çинчен çыратăр. Çав поселок халĕ те пур, анчах та ăна хула тытăмне кĕртнĕ. Ăна çаплах Алексеевка теççĕ, мĕншĕн тесен хулана районсене пайланă, вĕсен кашнийĕнех хăйĕн ячĕ пур. Вăрçăччен епле пулнă, çаплипех юлнă...
Пирĕн класс ертÿçи Алексей Андреевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, эпир ăна питĕ хисеплетпĕр. Вăл Сире салтакла пысăк, хĕрÿллĕ салам пĕлтерет, телей, сывлăх, пурнăçра çитĕнÿ сунать.
Пирĕн отрядра 32 пионер. Отряд Володя Дубинин паттăр пионер ячĕпе хисепленет. Пионерсем пур çĕрте те яланах ун пек пуласшăн. Сирĕн сĕнĕвĕре эпир чыслăн пурнăçлăпăр: аван тата питĕ лайăх вĕренĕпĕр. 3-мĕш чĕрĕкре пирĕн отрядра вĕренÿре кая юлакан çук, пиллĕкĕн питĕ лайăх вĕренеççĕ.
Пирĕн пĕр пĕчĕк ыйту пур. Тархасшăн, пирĕн хулана ирĕке кăларнă совет салтакĕсен паттăрлăхĕ пирки çырса пĕлтерсемĕрччĕ. Тен, Эсир 5-мĕш гварди çарăн 29-мĕш танк корпусĕн 25-мĕш танк бригадин салтакĕсене кама та пулин ас тăватăр? Пирĕн вĕсен хушамачĕсене, ăçта çуралнине пĕлес килет...»
Çырăва çырнăранпа 41 çул иртрĕ, Павел Порфирьевич пурнăçран кайни - 23 çул. Ун патне çыракансем 50 çултан та каçнă ĕнтĕ. Вĕсем паттăр чăваш салтакĕ патне хыпар янине ас тăваççĕ-ши?!
Василий Цыфаркин.
Вăрмар районĕ.
Автор фоторепродукцийĕ
Комментари хушас