9 Юпа, 2014

Турă пани тапса тухатех...

Тăван халăх кун-çулĕ пурне те шухăшлаттарать. Тарăнрах пĕлес текенсем тĕпчев ĕçнех кÿлĕнеççĕ. Евгений Турхан журналист тата çыравçă - шăпах çавсен шутĕнчен. Чăваш аваллăхне шыраса вăл таçта та çитнĕ. Курни-илтнине хайлавĕсене кĕртсе хăварать.

9 Юпа, 2014

«Эревет» савăк кăмăл парнелет

Чăваш Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи «Эревет» халăх фольклор ансамблĕ çак кунсенче Волгоград герой-хулара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри наци культурисен IX «Атăлран Дон таран» фестивалĕнчен таврăнчĕ.

9 Юпа, 2014

Художниксен ыр кăмăллăх куравĕ

Шупашкарта Арина Перцева, Ольга Альфонс, Атнер Маков художниксен ĕçĕсен ыр кăмăллăх куравĕ уçăлнă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, тухтăрсем, художниксем, волонтерсем, хула çыннисем йышлă хутшăннă.

Искусство произведенийĕсемпе тĕп хулари М.Горький проспектĕнчи «Заварка» чей клубĕнче паллашма пулать. Акцие А.Перцевăн хĕрне Настьăна чикĕ леш енче сиплеме укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе йĕркеленĕ. Хĕр ача маларах Германи тухтăрĕсем патĕнче сипленнĕ.

9 Юпа, 2014

Ачасем вулавăшпа туслă

Вăрмарти тĕп библиотекăри "Пĕтĕмпех пĕлес килет" клуба çÿрекенсем юпан 9-11 мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" кĕнеке куравне хутшăнчĕç.

8 Юпа, 2014

Хускану – çирĕп сывлăх, савăк кăмăл

Ыран Чăваш Енре «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум уçăлать. Унта Раççейри тата 20 çĕр-шыври 3 пин хăна хутшăнĕ.

8 Юпа, 2014

Саппас пур чух кÿрше утмăн

Ял хуçалăхĕнче пушă вăхăт пачах та çук. Çĕр ĕçченĕ вырма хыççăн çĕр улми, кăшман пуссине тухрĕ. Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» икĕ çул лартмаççĕ. «Юлашки çулсенче çĕр улмирен тупăш илеймерĕмĕр эпир, – тет Марина Шумилова тĕп бухгалтер. – Ăна тивĕçлĕ хакпа сутма май килмерĕ.

8 Юпа, 2014

Атте вăрçăран таврăнаймарĕ...

«Хресчен сасси» хаçатăн 70-мĕш номерĕнче «Çапăçатпăр тумлам юн юхиччен» статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта Патăрьелĕнчи «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче упранакан фронтран янă çырусемпе паллаштарнăччĕ. Икĕ салтакăн шăпине пĕлменрен тăванĕсенчен, ачи-пăчинчен пулăшу ыйтнăччĕ.

Çак кăларăм ман алла та лекрĕ. Кÿршĕ-аршăпа йĕре-йĕре вуларăмăр атте çырăвне. Ман пек тăлăх çитĕннисем татах та пур пирĕн урамра. Эпĕ çырăва музее хăçан панине те манса кайнă. Шкул ачисем, çамрăксем ăна вуласа çĕр-шыва юратма вĕренччĕр тенĕччĕ.

8 Юпа, 2014

"Хыпар", 201 /26607/ №, 2014, юпа, 8

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Канашра, Елчĕк районĕнчи Элпуç, Кÿлпуç, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ. 1 стр.

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумăн тĕп мероприятийĕсене Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасем тÿрĕ эфирпа пăхма пултараççĕ. 1 стр.

Pages