12 Нарăс, 2015

“Эпĕ юрăç пулнăшăн атте савăнать”

Çамрăк чухне пирĕн умра пин çул! Хăшне суйлас тетĕн, çавна суйла. Пĕлсе суйланă кашни çул - телейлĕ! Профессие хамăр тĕллĕн тупма пĕлеймесен пире аслисем хăйсен ăслă та малашлăха витĕр куракан сĕнĕвĕсемпе пулăшаççĕ.

12 Нарăс, 2015

Куккук, тухмасть-ши сан куççуль?

Çемье алкоголизмĕ чăваш ялĕсенче те анлă сарăлчĕ. Çынсем ăс-тăнран кăларакан хаяр шĕвеке намăс-симĕсе уямасăр, вилĕмрен хăрамасăр кÿпеççĕ... Этем сăн-сăпатне çухатнă, ĕç тĕлне манса кунĕн-çĕрĕн эрех лĕрккекенсем ялсеренех пур. Çакăншăн ачасем шар курмасан ку ыйту çине куçа хупма та пулĕччĕ-и тен?

12 Нарăс, 2015

Татьяна Ларина, Михаил Кутузов... утаççĕ Шупашкар урамĕпе

Психологсемпе астрологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пепкен шăпи ăна еплерех ят панинчен чылай килет. Тĕрлĕ сериал куракан ашшĕ-амăшĕ пĕр вăхăт тĕпренчĕкĕсене Кармелита, Ефросинья хучĕç. Юлашки вăхăтра ĕлĕкхи ятсем модăна кĕни куçкĕрет: урамра Лука, Матвей, Тимофей, Ульяна, Варвара, Ярослава чупса çÿреме тытăнчĕç. «Буратино» мультфильмри кăвак çÿçлĕ Мальвинăна килĕштернĕрен хĕрачасене çавнашкал ятпа çыртарма пуçларĕç. Хăюллă та патвар Добрыня Никитичсем те тупăнчĕç. Паллах, малтанах унашкаллине илтсен тĕлĕннине пытараймастăн.

12 Нарăс, 2015

Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?

Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.

12 Нарăс, 2015

Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи

Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă

"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.

12 Нарăс, 2015

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 5 /802/ №, 12.02.2015

Çăла хăçан тасатмалла? Пĕлтĕр çулла пахчара çăл чаврăмăр. Ăна хăçан тата мĕнле тасатмалла-ши?

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне/

Мульчана илмелле-ши?  Пахча çимĕç йăранĕсене хура кĕркунне юман çулçипе витнĕччĕ. Çуркунне ăна пуçтарса илмелле-и?

Сaмах кайaк мар. Усал сăмахсемпе ятлаçса кÿрентерекене явап тыттарма пулать-и?

12 Нарăс, 2015

Çăла хăçан тасатмалла?

Пĕлтĕр çулла пахчара çăл чаврăмăр. Ăна хăçан тата мĕнле тасатмалла-ши?

Венера ОСИПОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Пирĕн республикăра нумай ялта шыв пăрăхĕсем хунă, шыв башнисем тунă. Чылай килте хулари пекех, пÿртрен те тухмаççĕ шыв ăсма. Крана çеç уçмалла. Анчах килте пусă чавакансем те сахал мар. Тĕрĕссипе, пусă нихăçан та кивелмĕ.

12 Нарăс, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧА ÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 28-30
Купăста 35
Сухан 37
Кишĕр 35-40
Ыхра 140-150
Хăяр 60-70
Хĕрлĕ кăшман 35
Помидор 70-130
Пылак пăрăç 80-140
Тăварланă хăяр 80-100
Йÿçĕтнĕ купăста 80-100
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 45-80
Иçĕм çырли 80-110
Апельсин 60-80
Лимон 70-100
Банан 50-60
Шур çырли 250
Кĕтмел çырли 200
12 Нарăс, 2015

Мульчана илмелле-ши?

Пахча çимĕç йăранĕсене хура кĕркунне юман çулçипе витнĕччĕ. Çуркунне ăна пуçтарса илмелле-и?

Ольга ВИКТОРОВА.

Çĕмĕрле районĕ.

Мульчана - кĕркунне акнă йăрансене витнĕ сие - ытлашши хулăн пулсан /10-15 см/, акнă вăрлăх мульча витĕр шăтарса тухаймасан çуркунне пуçтарса илмелле. Хăш-пĕр культурăсем тарăн аксан шăтса тухаймаççĕ. Пахча çимĕç акнă йăрансем хăвăртрах ăшăнччăр, акнă вăрлăх хăвăртрах ÿссе çимĕç патăр тесен те мульчана илни пăсмасть.

12 Нарăс, 2015

Сaмах кайaк мар

Усал сăмахсемпе ятлаçса кÿрентерекене явап тыттарма пулать-и?

АНДРЕЕВА.

Çынна хур туни, кÿрентерни шутне çын чысне, сумне суя, усал сăмах сарса, ятлаçса е çырса варалани, çынна çупса яни, сурни, алăпа мăшкăл палли кăтартни кĕрет. Каланă сăмахсем тĕрĕслĕхпе килĕшсе тăраççĕ е пачах та тĕрĕс мар - пĕлтерĕшлĕ мар. Çынна хурласа, питлесе усал сăмахпа ятлама никамăн та право çук.

Çын чысне вараланăшăн, хурланăшăн саккунпа мĕнле явап тыттараççĕ-ха?

Pages