Комментари хушас

31 Кăрлач, 2015

Тĕрĕслев

Савнин çуралнă кунне уявлама пуçтарăннăччĕ ун чухне. Коля 23 тултарнине анлăн паллă тума шухăшларĕ. Çавăн чухне юратăвăмăн чылай тусĕпе паллашрăм та. Хăшне-пĕрне малтанласах пĕлеттĕм, анчах Сергее пуçласа шăпах уявра куртăм. Тÿрех кăмăла кайрĕ вăл. Кольăн ытамĕнче лартăм пулин те куç унран кайма пĕлмерĕ. Ытла та чипер-çке. «Мĕншĕн савни мар-ши» текен шухăш пуçа пĕрре мар килчĕ.

Уяв хыççăн меллĕ самант тупса Кольăран Сергей çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлтĕм. Ялта пурăнать иккен, хула пурнăçне килĕштермест. Трактористра тăрăшать. Тĕрĕссипе, вăл кунашкал тимĕр урхамахпа утланса çÿренине калаймăн та. Вĕсен алли хуп-хура пулаканччĕ. Сергей тирпейли вара тÿрех палăрать. Кулли тата мĕне тăрать! Килĕштерекен хĕрĕ те пур иккен. Анчах унпа час-часах хирĕçеççĕ. Ара, паллă ĕнтĕ, студенткăн ялта кун кунлакан савнине час-часах курма май çук. Çамрăк чĕре вара çепĕçлĕхсĕр, ачашлăхсăр тунсăхлать. Пушшех те, Сергей мăшăрлансан та ялтах тĕпленме ĕмĕтленет. Света вара хулара пурăнасшăн. Çавăнпах чылай чухне вĕсен хушшинчен хура кушак чупса иртет.

Пĕррехинче Коля уçăлма чĕнчĕ. Сергей хулана килнине, вĕсемпе тĕлпуласса пĕлтерчĕ. Çапла Светăпа та паллашрăм. Сарăскер, чиперскер, хÿхĕмскер, ăшшăн калаçаканскер темле каччă кăмăлне те каймалла. Сергей шăпах ăна килĕштернинчен те тĕлĕнмелли çуках.

Кун хыççăн та пĕрре мар тĕлпултăмăр икĕ мăшăр. Кафене, кинона çÿрерĕмĕр, конькипе ярăнтăмăр... Эпĕ вара Сергее кашнинчех вăрттăн сăнаттăм. Юратрăм теейместĕп, анчах питех те килĕштереттĕм хураскерне. Çакна ыттисем сисесрен хăраттăм та.

Кăштахран Сергейпа Света хушшинче темшĕн хаяр «вăрçă» пуçланчĕ. Малтанах каччă сайра хутра та пулин хулана килетчĕ-ха, каярах çула пачах тухми пулчĕ. Çапла уйрăлсах кайрĕç вĕсем. Тахăш самантра эпир те, шăкăл-шăкăл пурăнаканскерсем, пĕр чĕлхе тупайми пултăмăр. Кольăпа çÿреме пăрахрăмăр.

Çакăн хыççăн хушăран... Сергей шăнкăравлама тытăнчĕ. Пурнăçпа кăсăкланчĕ, шухăш-кăмăла тĕпчеме хăтланчĕ. Калаçаттăм. Ара, чунăмра туйăмсем сĕвĕрĕлмен-çке. Коля ыйтнипе шăнкăравлать пулĕ теттĕм. Çакăн пирки хăйне те пĕрре мар каларăм. Ялан хирĕçлетчĕ. Тусĕпе ман пирки сăмах пачах пуçарманнине çирĕплететчĕ. Пĕррехинче Сергей тĕлпулма ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Кăмăлĕ япăххине пĕлтерчĕ, чунне пусарма хаяррине тутанма кăмăлĕ пуррине систерчĕ. Çавăнпах хăнана чĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм. Çапла пĕр-икĕ черкке пушатрăмăр. Çумарах та çумарах вырнаçрĕ йĕкĕт. Унран çапакан ăшă хум аташтарчĕ-ши, чуптума та ирĕк патăм. Каç пулнине кура хăнара юлма ыйтрĕ пĕлĕшĕм. Эпĕ вара йăнăш утăмран пăрăнса çĕр каçах кайрăм. Тăхăнтăм та тухса утрăм. Сергей вара алăк уçма та тăмарĕ, кÿрененçи пулчĕ. Çакăн пек пуласса пачах кĕтменччĕ ахăр, ахальтен мар ÿкĕтлерĕ. Хула урамĕпе утнă май хам чутах хур курманнине пуçра çавăрма тăрăшрăм, текехрен сыхланма тĕв турăм.

Пĕр хушăран çав тăрăхри йĕкĕтсен хăйне евĕр йăла пурри хăлхана кĕчĕ. Каччă хĕрпе уйрăлсан унăн юлташĕсем пикепе вырăн ăшăтаççĕ. Те хăйне евĕр тавăру ку, те тĕрĕслев - çакна халĕ те ăнланаймастăп. Ку тĕрĕслевре эпĕ мĕнле паллăна тивĕçрĕм-ши тата? Е пĕрлех çĕр каçнă тесе суйрĕ-ши? Нумайччен асаплантарчĕç çак ыйтусем. Çăмăлттайла хăтлансан таса ята та часах варалама пулать иккен.

Каярах Сергей Светăнах качча илнине пĕлтĕм. Хĕр чĕри айĕнче пĕчĕк чун тĕвĕленнĕ иккен. Нумаях пулмасть мăшăр пĕрлешнĕренпех хулара пурăннине илтрĕм. Юратнă мăшăрне Света хăй енне çавăрса Шупашкартах тĕпленме хистеме пултарнăшăн савăнтăм та.

ТАРУК.

Шупашкар хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.