Комментари хушас

31 Кăрлач, 2015

Аист çерçи мар, тырă сапса илĕртеймĕн...

“Анне, мана ăçтан тупнă?” - пурне те пĕлме тăрăшакан шăпăрлан хăçан та пулин çак ыйтăва парасса пĕлсех тăраççĕ-ха аслисем, çапах та вăл яланах ытла та кĕтмен çĕртен янăранипе шартах сикеççĕ. Ним калама аптăраççĕ кун пек чух. Вара аслисен шухăшлавĕ эх! вĕçет ирĕке. Пĕрне купăста йăранĕнче тупнă иккен, теприне - кишĕр хушшинче. /“Анне, атте сана мĕн, пахчипех сĕтĕрсе çÿренĕ-им?”- аса килет Вовочка кулăшĕ/.

Апла-и, капла-и, иртнĕ çул аист Чăваш Ене килĕштерни куçкĕрет. Ахальтен мар-тăр... Лару-тăрăва шÿтлемесĕр тишкерер-ха. Ача çуралассине обществăра пулса иртекен тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿрет - политикăран пуçласа экономика таранах. Специалистсем палăртнă тăрăх, ку пулăм çăлтăрсемпе те çыхăннă-мĕн. 2008 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшне аса илер-ха - 08.08.2008... Вĕçĕмсĕрлĕх вăчăри илĕртнипеле çамрăксем ăмăртса туй кĕрлеттерчĕç вĕт çав кун, пĕр пушă кафе-ресторан таврашĕ юлмарĕ. Çав вăхăтрах йĕкĕр çул Мендельсон маршĕ сайра-хутра кăна янăрать. Чи чăтăмсăррисем тата пĕрлешмесĕр май çуккисем /качча тухакан чиперукăн хитре кĕпи хырăм тĕлĕнче мăкăрăлса тăнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ/ кăна çул тытаççĕ çакăн пек çулталăкра ЗАГСа. Тата, паллах, ăна-кăна уяманнисем. Унсăр пуçне Тăлăх арăм çулталăкĕ пур тата ытти...

Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра çак енĕпе çанă тавăрса ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар: ача çуралнăшăн пĕр хутчен паракан декрет пособийĕсем, уйăхсерен тивĕçекенни, хĕрарăмсен консультацине иртерех кайса шута тăнăшăн хавхалантарни - кун пек чухне тĕрлĕ чир-чĕре маларахах тупса палăртма пулать-çке. /Сăмах май, çак пособисен 2015 çулхи виçисемпе “Чăваш хĕрарăмĕн” çитес номерĕсенче паллаштарăпăр/. Тăрăшни вара нихăçан та харама каймасть. 2013 çулта пирĕн республикăна хайхи аист 17351 хутчен вĕçсе килнĕ, 2014 çулта хăнăхнă маршрутпа çак кайăк 17 264 хут çула тухнă. Мĕн тăвăн çав, унăн хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, “çÿлтен” план панипе итлеттереймĕн ăна. Çав вăхăтрах пĕр енĕпе нихăçан та улшăнмасть вара лару-тăру - арçын ачасем çут тĕнчене çулсеренех хĕрачасенчен ытларах килеççĕ. Çакна “партипе правительствăран” та çÿлерехри хăват сăнаса-йĕркелесе тăрать тейĕн... 2013 çулта 8919 арçын ача çуралнă, вĕсемпе пĕрлех 8432 хĕр пĕрчи кун çути курнă, 2014 çулта пĕрремĕшсен йышĕ 8912-пе танлашнă, иккĕмĕшсен - 8352-пе. Шел, çулсем иртнĕçемĕн çак лару-тăру питĕ хăвăрт улшăнать. Сăлтавĕ, паллах, кунта та тĕрлĕрен, анчах та ялĕ-ялĕпе тăлăх арăм тăрса юлнинчен халĕ тĕлĕнме те кирлех мар-тăр. Арçынсене мур çавапах çулать тейĕн. Юлашки вăхăтра масарсем вăй питтисен хĕресĕсемпе тулма пуçлани чуна ыраттарать... Анчах та ку - уйрăм калаçу. Пушшех те, калаçни кăна сахал, чи малтан татса памалли ыйтусен ретĕнчен ку.

“Феминизм” ăнлав чăваш хĕрарăмĕшĕн кăтартуллă мар пек туйăнать. Çапах та юлашки çулсенче унăн та чăтăмĕ тулса тăкăнса кайрĕ курăнать: уйрăлас ыйтăва ытларах чух çемье управçи çĕклет. Паллах, ырă пурнăçран мар. Çемьене сыхласа хăварас, ачисене ашшĕпех ÿстерес тесе пĕтĕм вăйне пухать-çке вăл. Çакă амăшĕнчен хĕрне ĕмĕрсен хушши юн шайĕнче куçса пырать. Анчах та кунта та пурнăç хăйĕн еккипе шăвать авă. 2013 çулта 9286 çемье арканнă, пĕлтĕр кăшт сахалрах - 9271. Анчах лăпланса лармаллине пĕлтермест ку. Демографипе çыхăннă лару-тăру пекех, кунта та обществăна пăлхатакан пĕр ыйтусемех витĕм кÿреççĕ.

Сăмахăма вĕçличчен цифра тепĕр купипе паллаштарасах килет вулакана. Чăваш çемйи ялан йышлă пулнă. Халĕ, паллах, килĕрен 7-8 ача çуратнине кураймăн. Иртрĕ çав вăхăт, ăна ним тусан та каялла тавăраймăн. Çапах та çемьесенче иккĕмĕш е виççĕмĕш кăна мар, тăваттăмĕш пепкесем те кун çути кураççĕ-ха. Калăпăр, 2013 çулта çуралнă ачасен 3 проценчĕ - шăпах çемьере 4-мĕш пепкесем. Иртнĕ çул вара ача çуратмалли çурта тăваттăмĕшне шыраса çитнисем пĕтĕм йышăн 4 проценчĕпе танлашнă.

“Паянхи кун нумай ача çуратса ура çине мĕнле тăратмалла? Агитацилесе ларма çăмăл”, - текенсемпе те тавлашмастăп. Çуратакан хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра теççĕ. Чиперех çăмăллансан та пĕр ачапа та хĕрарăм канăçне ĕмĕрлĕхех çухатать. Çапах та пĕр ача пĕрлĕхлĕ тенине те манас марччĕ. Пĕрре çинче иккĕ ытлашши мар. Тĕпренчĕк çут тĕнчере пĕччен тăрса ан юлтăр. Çапах та ашшĕ-амăшĕ унпа тан пурăнаймĕ. Тăван вара, тăварпа касăлсан та, тăванах. Аист Чăваш Ене май пур таран тăтăшрах вĕçсе килтĕр. Анчах та вăл çерçи мар, ăна тырă сапса астараймăн. Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан чăваш çемйинче ача телейлĕ кулли янăраса тăрĕ-ха. Унран пахараххи тата мĕн пултăр çак çутă тĕнчере?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.