11 Нарăс, 2015

Хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать

Ольга Зубова Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухнă. Интернатура хыççăн Питĕрти патшалăх медицина институчĕнче пĕлĕве ÿстерсе «Трансфузиологи» специальноçпа сертификат илнĕ. Ольга Владимировна 2010 çултанпа республикăн юн илекен станцийĕнче ĕçлет.

11 Нарăс, 2015

ПЫСĂК ПӲРНЕ СЫППИ КУКĂРĂЛСАН

Медицинăра çак пулăм уран пысăк пӳрнин вальгуслă деформацийĕ ятлă. Сыпă илемсĕррĕн мăкăрăлса тăрать. Мăкăль ура лаппине йывăр лекнипе аталанать. Ытлашши тулли кĕлеткеллĕ çын мелсĕр пушмак, уйрăмах çӳллĕ кĕлеллине, тăхăнса çӳресен çак амак аптратма пуçлатех. Хăшĕсен операци тума та тивет, унсăрăн тапăчкисĕр пуçне нимĕн те тăхăнма май çук. Сыпă кукăрăласран, пуç пӳрнене ыратакан мăкăль тухасран хӳтĕленме сиплев физкультурин специалисчĕсем çакăн пек хăнăхтарусем тума сĕнеççĕ.

11 Нарăс, 2015

КУÇА ЯЛАН ХУСКАТАСЧĔ

Куç çивĕчлĕхне лайăхлатма Авалхи Китайра аюрведе сиплев меслечĕпе усă курнă. Унпа килĕшÿллĕн кирек мĕнле сăлтава пула япăх курсан та çак йĕркесене пăхăнмалла.

1. Кăсăклантаракан япалана лайăхрах курас тесе питĕ хытă тинкерсе пăхас йăлана пăрахăр. Вуланă, çырнă, çĕленĕ, телевизор пăхнă чухне те куç ывăнасран сыхланăр, вăхăт-вăхăтпа мăчлаттарса илĕр.

2. Куçа юн пырса тăрассине тата сетчатка сисĕмлĕхне çунакан çуртана сăнаса, вĕтĕ шрифтпа пичетлнĕ текста лайăх çутăра тата çурта çутинче вуласа лайăхлатма пулать.

11 Нарăс, 2015

«Хресчен сасси» 9 /2522/ №, 11.02.2015

Сергей Павлов: «Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ» Çак кунсенче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва асăрхаса тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Кинĕ килтĕр кăнтăртан, çимĕç çиттĕр пахчаран. Кăнтăр енчи хĕрсем мĕн пĕчĕкрен севок сухан йăранĕ çинче пилĕк аваççĕ.

Сиккассисен пултарулăхĕ. «Тарават» çемьепе тăванлăх ансамбльне ялта çеç мар, таврара та аван пĕлеççĕ.

Суйласа туянни усса кайтăр. Сывлăхшăн усăллă пахчаçимĕç туянма укçа енчĕкне самай пушатма тивет.

Чире эмелсĕр сиплеймĕн. Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç.

Çĕр пайĕн чиккисем çинчен манман-и? Çĕр пайĕпе усă курма ирĕк панине ĕнентерекен документ алăра пулни кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах тепĕр чухне çак документăн усси çукпа пĕрех. Мĕншĕн çапла пулса тухать?

Паттăрсене халалланă. Чăваш кĕнеке издательствинче вăтам тата аслă çулти шкул ачисем валли «Болгаро-чувашские богатыри, исторические предания» кĕнеке пичетленсе тухрĕ.

11 Нарăс, 2015

Сергей Павлов: «Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ»

Çак кунсенче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва асăрхаса тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсенчи ялхуçалăх управленийĕн, апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

11 Нарăс, 2015

Кинĕ килтĕр кăнтăртан, çимĕç çиттĕр пахчаран

"Хĕрсем пирки хамăн ывăлсене эпĕ тахçанах каласа хунă. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен кин кĕртмелле пултăр тенĕ. Кăнтăр енчи хĕрсем мĕн пĕчĕкрен севок сухан йăранĕ çинче пилĕк аваççĕ. Ĕç мĕнне аван пĕлсе ÿсеççĕ", - çапларах каласа тĕлĕнтернĕччĕ мана пĕр çулçÿревре виçĕ каччă ашшĕ.

11 Нарăс, 2015

Сиккассисен пултарулăхĕ

«Тарават» çемьепе тăванлăх ансамбльне ялта çеç мар, таврара та аван пĕлеççĕ. 2005 çулта йĕркеленнĕскер çулсерен çирĕпленсе вăй илет. Унта çамрăк ăрăва явăçтарни унăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет.

11 Нарăс, 2015

Суйласа туянни усса кайтăр

"Хĕвел çутипе тăранса пурăнакансене ăмсанатăп", - тет пĕлĕшĕм тĕнчери çĕнĕлĕхсемпе питех те кăсăкланаканскер. Унашкаллисем нумаях мар-мĕн çĕр çинче. Анчах паянхи пурнăçра вĕсене кам ăмсанмĕ? Хаксем ÿснĕ хыççăн тепри сахалрах çиме тăрăшать. Апат-çимĕçе ĕлĕкхи пек лавккаран е пасартан сумки-сумкипе çĕклемест. Сывлăхшăн усăллă пахчаçимĕç туянма укçа енчĕкне самай пушатма тивет.

11 Нарăс, 2015

Чире эмелсĕр сиплеймĕн

Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç. Çавна май Раççейри фармацевтика рынокĕнче эмелсен хакне саккунсăр майпа ÿстернине хирĕç тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çак пулăма аптека тытса тăракансем туяну хакĕ хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Анчах та ютра çеç мар, хамăр çĕршывра кăларнисем те хакланнă-çке. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем фармацевтика заводĕнчен пуçласа суту-илÿ вырăнĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, çĕршывăн тĕп хулинчи аптекăра андипала маларах 5 тенкĕпе туяннă пулсан халĕ вăл 23 тенкĕ тăрать.

Pages