12 Нарăс, 2015

Паллашăр - стипендиат

Вăл спорт туризмĕпе аппаланать, географипе кăсăк-ланать, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрать тата питĕ ăслă, тарăн шухăшлама пĕлет. Физкультура олимпиадин район тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Ахальтен мар Канашри 3-мĕш шкулта вĕренекен Максим Константинов - ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

12 Нарăс, 2015

Ĕмĕтлĕ тилĕ «çунатлă»

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, чăваш халăх юмахĕнче малкай пĕр тилĕ те илтнĕ-тĕр çак каларăша. Ĕмĕчĕ, чăнах та, пулнă хайхискерĕн: питĕ вĕçме вĕренес килнĕ унăн. Çав ĕмĕтех çунатлантарнă та ăна. Тилĕсем вĕçме çуралманнине чухламан-çке-ха апăрша. Вĕçев урокĕ илме тăрна патне васканă.

12 Нарăс, 2015

Февралĕн 14-мĕшĕ - Çветтуй Валентин кунĕ. Мĕншĕн?

Тĕнчери чи пĕрремĕш валентинкăна Орлеан герцогĕ Чарльз (1415 ç.) çырнă тесе калаççĕ. Тĕрмере лараканскер тунсăха сирес тесе тăтăшах савнă мăшăрĕ патне юрату çырăвĕсем вĕçтернĕ. Анчах та «валентинка» парнелес йăла 18-мĕш ĕмĕрте çеç анлă сарăла пуçланă. Халĕ Çветтуй Валентин кунĕнче ăшă ту-йăмсем çинчен пĕлтерекен, уяв ячĕпе саламласа çырса парнеленĕ чĕре евĕр открытка «валентинка» шутланать. Унсăр пуçне çак паллă кунра юратакансем пĕр-пĕрне кĕлчечек (вăл юратăва пĕлтерет иккен), чĕре евĕр канфет е урăх япала парнелеççĕ.

12 Нарăс, 2015

Кашни хăйне евĕрлĕ уявлать

Пĕтĕм тĕнчери Юратакансен кунне кашни çĕршывра тĕрлĕрен паллă тăваççĕ. Американсем, сăмахран, савнийĕсене çеç мар, юлта- шĕсене те, çывăх çыннисене те юратни çинчен пĕлтерсе открыткăсем парнелеççĕ.

Канадăра хĕрсем, хĕрарăмсем çак кун юратнă çыннине качча илме ыйтма пултараççĕ. Хирĕçлекен каччăсен штраф тÿлеме тивет, хăш чухне вĕсене темиçе кунлăха тĕрмене те лартаççĕ.

11 Нарăс, 2015

"Хыпар", 23 /26679/ №, 11. 02. 2015

Венгри - Чăваш Ен: чăрмавсене пăхмасăр туслăх çирĕпленет. Енсем Чăваш Енпе Венгри хушшинчи тĕрлĕ енлĕ хутшăнăвĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Олимп çулĕ такăр мар. Вăрмарсем спорт энциклопедийĕпе пуянланчĕç

«Яла таврăннăшăн ÿкĕнместĕп» Çĕннине пĕлес кăмăл пысăк чухне нимĕн те чăрмантараймĕ

Тухăçлăха ÿстерме мĕн чăрмантарать? ЧР Правительствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене мониторинг тăвакан, вĕсем улшăннине хăвăрт палăртса тивĕçлĕ ĕç пурнăçлакан комиссийĕпе Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

11 Нарăс, 2015

Венгри - Чăваш Ен: чăрмавсене пăхмасăр туслăх çирĕпленет

Ĕнер Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Венгрин ялхуçалăх министрне Шандор Фазекаша, Ялхуçалăх министерствин апат-çимĕç çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан патшалăх секретарĕн заместительне, ветеринарин тĕп врачне Лайош Богнара тата тулаш çыхăнусен департаменчĕн директорне Жолт Белански-Демкăна йышăнчĕ

11 Нарăс, 2015

Ял-поселоксене - оптикăлла çыхăну каналĕсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 10-мĕшĕнче "Ростелеком" АУО вице-президенчĕпе - "Волга" макрорегион филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа тĕл пулчĕ. Вĕсем РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви, Чăваш Республики тата "Ростелеком" АУО хушшинче 3 енлĕ Килĕшÿ тумалли майсене сÿтсе яврĕç.

11 Нарăс, 2015

Суйлав, капиталлă юсав тата... «çĕнĕ-кивĕ» депутат

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ 28-мĕш сессийĕнче депутатсем икĕ теçеткене яхăн ыйтăва пăхса тухрĕç. Кун йĕркинче - саккунсене кĕртмелли улшăнусем, шалти ĕçсен министрĕн отчечĕ тата ыт. те.

11 Нарăс, 2015

«Асапланатпăр такама пуйтарма!»

Валентина ИЛЬИНА /Красноармейски районĕ/:

- "Сĕт хакĕ чакать" статьяна тарăхса вуларăм. Продукци пуçтаракансем январьтен сутлăх хака 2-шер тенкĕ сахаллатрĕç. Красноармейски районĕнче кашни литршăн 18 тенкĕ тÿлеççĕ. Лавккасенче те йÿнетсен эпир, килти хуçалăхра ĕне усракансем, кÿренместĕмĕр. Иртнĕ уйăхсенче вĕсенче хаклансах пычĕ!

Пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе фураж, утă-улăм, хутăш апат хакĕ хăпарчĕ. Иртнĕ çул вĕсене çителĕклĕ хатĕрлеменнисен е туянма кĕсьерен укçа нумай кăлармалла, е выльăха типĕ улăм çеç çитермелле /паллах, унпа кăна ĕне сĕт начар антарать/.

Pages