«Яла таврăннăшăн ÿкĕнместĕп»

11 Нарăс, 2015

Çĕннине пĕлес кăмăл пысăк чухне нимĕн те чăрмантараймĕ

«Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă», - теççĕ. Чăнласах та çапла. Çутă ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлас тесе этем темĕнле йывăрлăха та çĕнтерет, шав малалла ăнтăлать. Мĕн палăртни чăна çавăрсан хăйне телейлĕ туять, умне татах çĕнĕ тĕллев лартать.

Акă, Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасене акăлчан чĕлхи тата информатика вĕрентекен Александр Николаев пĕр-пĕр япалапа е пулăмпа кăсăкланма пуçласан ăна алла илетех-вĕренетех. Ют чĕлхесемпе мĕн пĕчĕкренех интересленме тытăннă вăл, амăшĕ, Нина Ивановна, асăннă шкулта шăпах çак предмета ертсе пыни те витĕм кÿнĕ, паллах. Ача нимĕçле шăкăлтаттарсах калаçнă. 8-мĕш класа çитсен вара Александра акăлчан чĕлхи илĕртме пуçланă, çавна май ăна хăйтĕллĕн вĕренме тĕллев лартнă. «Килте кивĕ кĕнекесем шыраса тупрăм. Унта вырăсла пĕр йĕрке те çукчĕ. Сăмахсен пĕлтерĕшне пĕлменрен нимĕçлисемпе танлаштарса вĕсем мĕнле куçнине ăнланма тăрăшаттăм. Кайран ЕШКО курсĕсенче пĕлĕве ÿстерме шухăшларăм, вĕренÿ пособийĕсем çырăнса илтĕм. Çак программăпа виçĕ курс - кашниех 1,5 çула тăсăлать - пĕтертĕм, пуринче те сертификат пачĕç», - каласа кăтартрĕ Александр Николаевич. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.