«Нарспие» вулар-и?

12 Нарăс, 2015

Чăваш наци библиотеки «Нарспие» вулатпăр» мĕнпур халăх хушшинчи проекта пуçарасси пирки хыпарлать. Ăна Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалланă.

Мероприяти йĕркелÿçисем Константин Васильевичăн вилĕмсĕр поэмине сыпăксене (кашнине икĕ-пилĕк минут вуламалăх) пайланă. Халĕ вара вĕсене уççăн та янăравлăн вулама кăмăл тăвакансене, наци поэзине сума сăвакансене проекта хутшăнма йыхравлаççĕ. Хастарсен поэма сыпăкне хулари е çĕршыври пĕр-пĕр паллă вырăн фонĕнче вырăсла вуламалла, хăйсем тĕллĕн видеосюжет хатĕрлемелле. Проекта тăратнă мĕнпур материалпа youtubра паллашма май пулĕ. Кăтартмăшсене (ссылки) Наци вулавăшĕн тата Чăваш Республикин Культура министерствин сайчĕсене вырнаçтарĕç.

«Тен, çывăх вăхăтра ют хулара е çĕршывра канура, командировкăра (е урăх сăлтавпа) пулма палăртнă çынсем хушшинче К.Иванов поэмине вулас текенсем пур. Эппин, кун пирки market@publib.cbx.ru адреспа е (8352) 62-38-12 номерпе пĕлтерме ыйтатпăр. Кашни хутшăнаканах уйрăм сыпăкпа тивĕçтерĕпĕр», - евитлеççĕ йĕркелÿçĕ-сем.

Хатĕр видеосюжетсене 2015 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен пухса çитерме палăртнă. Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара, шăпах К.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитес умĕн, презентаци иртмелле.

Ольга ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.