«Асапланатпăр такама пуйтарма!»

11 Нарăс, 2015

Валентина ИЛЬИНА /Красноармейски районĕ/:

- "Сĕт хакĕ чакать" статьяна тарăхса вуларăм. Продукци пуçтаракансем январьтен сутлăх хака 2-шер тенкĕ сахаллатрĕç. Красноармейски районĕнче кашни литршăн 18 тенкĕ тÿлеççĕ. Лавккасенче те йÿнетсен эпир, килти хуçалăхра ĕне усракансем, кÿренместĕмĕр. Иртнĕ уйăхсенче вĕсенче хаклансах пычĕ!

Пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе фураж, утă-улăм, хутăш апат хакĕ хăпарчĕ. Иртнĕ çул вĕсене çителĕклĕ хатĕрлеменнисен е туянма кĕсьерен укçа нумай кăлармалла, е выльăха типĕ улăм çеç çитермелле /паллах, унпа кăна ĕне сĕт начар антарать/.

Заводсем продукци хакне çуллачченех чакарса ял çыннисене пăшăрхантараççĕ. Сĕт шыв мар вĕт! Уншăн мĕн чухлĕ вăй хумаллине пĕлетĕр-и?

Пĕлтĕрхи февральте сутлăх сĕт хальхинчен хаклăрахчĕ. Иртнĕ кĕркунне те 2013 çулхи çав тапхăртинчен йÿнĕрехчĕ. "Ял тăрăхĕнче 2-3 организаци продукци пуçтарсан хаклăрах сутма май пур", - теççĕ ертÿçĕсем. Пирĕн патра темиçен пухаççĕ пулин те сутакансене ытларах тÿлемеççĕ. Пухакансем мĕн хакпа туянмаллине калаçса татăлаççĕ те çав шайран чакмаççĕ. "Хака мĕншĕн пĕчĕклететĕр?" - тетпĕр. Пире итлемеççĕ.

Виçĕ ĕне тытатăп. Кулленхи вăхăт вĕсемпе иртет. Питĕ ывăнатăп. Ялта чылайăшĕ пĕртен-пĕр ĕнине пусрĕ е сутрĕ. Асапланатпăр такама пуйтарма!

Сĕт туса илнĕшĕн патшалăх ялхуçалăх организацийĕсене, фермерсене субсиди парать. Килти хуçалăхсене уйăрмасть. Чăн та, 2012 çулта вĕсене те кăштах лекрĕ. Тавах уншăн республика Пуçлăхне! Ыйтăва татса пачĕ. Çав пулăшăва кăçал кĕтсе илсен тем пекехчĕ.

Тутарстанран автомашинăсемпе килсе ĕне выльăх туянаççĕ. Етĕрнери, Вăрнарти, Шупашкарти комбинатсене аш кирлĕ мар-ши? Влаç халăхран пухнă сĕте ăçта ăсатни, мĕншĕн ăна килти хуçалăхсенчен йÿнĕрех, лавккара 2-3 хут хаклăрах сутни çинчен "Хыпарта" çырса кăтартсан лайăхчĕ.

Выльăх усраса асапланнăшăн хамăн ачасемех мана ухмах теççĕ. "Хыпарăн" ĕне усраман тусĕсем те çав сăмахсемпе тĕкессе пĕлетĕп. Эпĕ чăнах та ухмах-ши? Мĕн шухăшлатăр?

Пенсире пулин те Интернетпа туслашрăм. Лупасайĕнчен кĕтĕм те хура алăпах сирĕн пата çыру çырса электрон почтăпа ятăм. Тен, эпĕ çеç çитертĕм. Тархасшăн, ĕне усракансем хăйсен шухăшне пĕлтерменшĕн хак ыйтăвĕ никама та кирлĕ мар тесе ан шухăшлăр, материалсем пичетлеме ан чарăнăр.

Владимир КУЗЬМИН, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- "Хыпарăн" кашни номерне вулатăп. Сĕт хакне тишкерсе çырнă материалсемпе кăсăкланса паллашатăп. Районти килти хуçалăхсем кашни килограма 18-шар тенкĕлле сутаççĕ. Продукци пуçтарассине йĕркелеме Матвеев предприниматель Тури Мучар ялĕнче - цех, Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинче сыр, тăпăрчă тăвакан, çу уçлакан завод уçрĕ. Советски ялĕнче сĕт пухса пастеризацилеççĕ. Унта ытларах "Ленинская искра" колхозран турттараççĕ. Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ килти хуçалăхсене кăшт ытларах тÿлет.

Сĕт пухакансемпе 2014 çул вĕçĕнче тĕл пултăмăр. Ял-йышран туянаканнин пахалăхĕ пĕрлехи хуçалăхсем туса илекеннипе танлаштарсан начартараххине палăртрĕç. "Пĕри хăймине уйăрса илет, тепри сĕте шыв хушать", - терĕç ăна пуçтаракансем. Норматива тивĕçтерменшĕн завод пухакана ÿпкелет. Килти хуçалăхсен продукци пахалăхне ÿстермелле. Районти пĕрлехи 5 хуçалăхран вĕренмелле. Вĕсем сутакан сĕтĕн 82% паха.

Юлашки çулсенче килти хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕри норматива тивĕçтерессишĕн ĕне сумалли аппарат, ятарлă сивĕтмĕш туянчĕç. Сăмахран, Пĕрçырланри - Даниловсем, Советскинчи - Кузьминсем. Ку ĕçе вăйлатса пырăпăр.

Вера ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, ĕç ветеранĕ:

- Районăн ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕнче нумай çул ĕçлерĕм. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырăвне итленĕ чух ытларах ял çыннисене пырса тивекен ыйтусем чун-чĕрене кĕрсе вырнаçрĕç. Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсене сĕт çулталăк тăршшĕпех тупăш парать. Анчах çуркуннепе çулла унăн сутлăх хакĕ нумай йÿнелнине пурте пĕлетпĕр. Мĕншĕн? Лавккара вăл çав тапхăрта та чакмасть. ЧР Пуçлăхĕ Ялхуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисене, Патшалăх ветеринари службине, район администрацийĕсене сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата ăна туса илекенсен хушшинче йĕркеленекен хака тĕрĕслесе тăма хушрĕ. Килти хуçалăхра ĕне усракансем, фермерсем ку тĕллеве ырласа йышăнчĕç. Килес çуркуннепе çулла хак пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен пысăкрах пуласса шанас килет.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.