25 Нарăс, 2015

Пулнă, пур, пултăр

"Çĕрулми-2015" курав Шупашкарта икĕ кун ĕçлерĕ. Халăх йышлă çитсе курчĕ унта. Пĕрисем тÿрех çĕрулмин паха вăрлăхне туянма "Николаевский" суту-илÿ комплексĕн чĕртавара курттăммăн сутакан павильонĕсене васкарĕç.

25 Нарăс, 2015

Куравра - ир пулаканни, кĕрпекли, кĕренни...

Ред Соня, Ред Леди, Мемфис, Королева Анна, Регги, Амур, Стефани, Бафана, Капризе, Любава, Зекура... Мĕнле кăна сорт çук-ши куравра?! Хăш-пĕр сорт ятне халиччен илтмен те. Чылай регионтан килнĕ экспонентсем вун-вун тĕрлĕ çĕрулми сортне кăтартрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринчен калăпăшĕпе те, тĕспе те уйрăлса тăраççĕ.

25 Нарăс, 2015

Тăван йăва - чун ăшши

Укçашăн мар, чун туртнипе

Хурăн пек яштака та илемлĕ, куларах пăхакан куçсем, çепĕç сасă... Шап-шурă халачĕ пикен сăн-питне татах çутатса ярать.

- Ачаранах тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ эпĕ, - терĕ Алина Репина. - Уйрăмах терапевт ĕçĕ килĕшетчĕ. Шурă халат тăхăнса килтисене «сиплеттĕм».

25 Нарăс, 2015

"Сывлăх", 7 /823/ №, 25. 02. 2015

о Чĕре йĕркесĕр тапсан.
о Вируса хирĕç.
о Анемирен - вĕлтрен.
о Чир хыççăн вăй пухасчĕ.
о Сыпăсене килте пулăшма.
о Саха чир курăкĕ.
о Шăла шуратать, вируспа кĕрешет.
о Витаминсем çитмеççĕ.
о Сывлăх суперпăнчи.
25 Нарăс, 2015

Сиплевре медицинăри паха меслетсемпе усă курма тăрăшать

Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан специалист чылай. Çав шутра уйрăм заведующине, аслă квалификаци категориллĕ тухтăра Ольга Викторовăна палăртмалла. Ольга Григорьевна сиплевре медицинăри паха меслетсемпе усă курма тăрăшать, пĕлĕвне ÿстерсех пырать.

25 Нарăс, 2015

СЫПĂСЕНЕ КИЛТЕ ПУЛĂШМА

Çулсем иртсе пынă май чылайăшне сыпăсем аптратма пуçлаççĕ. Артроза е артрита пула ыратать, хускалма йывăрланать. Килте сыпăсене мĕнле пулăшма пулать-ха?

Сиплĕ шĕвек

Є Аш арманĕпе 300 грамм чĕрĕ сухана авăртмалла, 4 апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла, 600 миллилитр типĕ шурă иçĕм çырли эрехĕ ярса пăтратмалла. Виçĕ талăк сулхăнрах тĕттĕм вырăнта лартмалла. Ирхи тата каçхи апатсем умĕн 2-шер апат кашăкĕ /тулли çынсен 4-шар апат кашăкĕ/ ĕçмелле. Унтан пĕр эрне тăхтамалла та тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.

25 Нарăс, 2015

ВИТАМИНСЕМ ÇИТМЕÇÇĔ

Хĕл вĕçнелле пирĕн организма мĕнле те пулин витаминсем çитми пулаççĕ. Хăшĕ çитмест-ха тата унпа тивĕçтерме мĕн тумалла?

А витамин

Çитменлĕх паллисем. Ÿте пÿрлешкесем тухма пуçларĕç* куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ* тăтăшрах шăнса пăсăлатăр* ура тĕпĕнчи ÿт хытса ларчĕ* çÿç тĕссĕрленчĕ, патракланчĕ.

Сăлтавĕ. Рационра хĕрлĕ, сарă-хĕрлĕ пахча çимĕç, тата çуллă çимĕçсем ытла та сахал. А витамина хăйне кăна организм япăх йышăнать, ăна ÿсен-тăран тата выльăх çăвĕсем кирлĕ.

25 Нарăс, 2015

АЛĂ ӲЧĔ ТИПЕТ, ÇУРКАЛАНАТЬ

* Килти ĕçсене тунă чухне алла латекс /ăна аллерги çук пулсан/ перчетке тăхăнмалла. Силиконлă крем сĕрни те хӳтĕлет. Вăл ӳте сиенлĕ япаласене сăрхăнса кĕме чăрмантаракан сийпе витет.

* Алла сивĕ е вĕри шывпа мар, ăшă шывпа кăна çумалла. Хуçалăх супăнĕпе те юрамасть, унра сĕлтĕ нумай, вăл ӳте тата ытларах типĕтет. Ача супăнĕ вара вырăнлă. Çунă хыççăн алăсене лайăх шăлса типĕтмелле те нӳретекен крем сĕрмелле.

Pages