Комментари хушас

Сыхлан, ывăлăм, вилĕмрен. Аманни чармасчĕ-ха, пуçу çеç юлсан та эпир ĕмĕр тăршшĕпех пит хĕпĕртеттĕмĕр, только вилес марччĕ.

ТРУБИНА Мархви 1941 çулхи августăн 18-мĕшĕнче аслă ывăлĕ Николай патне фронта янă çыруран.

Ку çырăва туллин Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă Трубина Мархвин "Суйласа илнисем" кĕнекинче тупса вулама пулать. "Документсем. Çырусем" ярăмра. Чăваш çыравçи тăван тĕпренчĕкĕ патне вырăсла çырнă. Акă, мĕнле пуçланать çав çыру: "Дорогой Сынок! Пишу тебе в тот момент, когда мы впервые узнали, что враг ворвался в Смоленск и идут ожесточенные бои"... Чунĕ шуйханса кайнă чи ыратуллă самантсенче вара Марфа Дмитриевна тăван чĕлхе еннех сулăнать: "Сыночек, как ты до сих пор выходил из этих ужасных сражений! Наверное, тебя берегла судьба за мою и Марусину любовь, она, наверное, укрывала тебя. Мы трепетно живем. Мария пока еще у нас. Мы говорим о тебе, мы две души, которые живем мыслью о тебе. Отец по ночам часто стонет, произнеся твое имя. Мĕн тăвас-ши пирĕн эсĕ чĕрĕ юлтăр тесе, киле чипер çаврăнса килтĕр тесе? Хăçан сана хам чĕрем çумне чăмăртам-ши?"...

Шел, текехрен аслă ывăлне /каярахпа кĕçĕннине те, 1945 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Германире пуçне хунă Борисне/ чĕри çумне пăчăртама пÿрмен Трубина Мархвине. Çакăн пирки Марфа Дмитриевна 1947 çулта Уйăп Мишши патне çырнă çыруран та пĕлме пулать: "Коля çинчен хуйхăллă хыпар тин çитрĕ: 1941 çулта декабрьте çухалнă - "без вести пропал" - тесе пĕлтерчĕç. Вăл 12-мĕш ноябрьте юлашки çыру çырнăччĕ"... Унччен маларах, 1935 çулта, Марфа Дмитриевнăпа Дмитрий Федотовичăн хăрушла пысăк инкек тÿссе ирттерме тивнĕ: вĕсен вуникĕ çулти Таня хĕрĕ физкультура урокĕнче ÿксе ĕнсе шăммине хуçнă, больницăра вилсе кайнă.

Виçĕ ачине те çухатнă мăшăр Аня ятлă хĕрачана усрава илнĕ, ăна ура çине тăма пулăшнă. Малалла вулас...

Римма ПРОКОПЬЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.