Комментари хушас

25 Feb, 2015 | Хыпар | Культура | Çыру

2011 çул пуçламăшĕнче яла никĕслекен çынсен ячĕсене малашлăх валли упраса хăварас тĕллевпе палăк лартма сĕнтĕм. Тăванĕсем хирĕçлемерĕç, килĕшрĕç, укçа парса пулăшма шантарчĕç. Вĕсем кăна мар, ыттисем те çак пуçарăва ырларĕç, ырă ĕçе хаваспах хутшăнчĕç.

Тĕп ĕçсене Илья Данилов, Виктор Крылов, Сергей Матвеев, Сергей Михайлов пурнăçларĕç. Палăка ялти хурал /Канаш/ çурчĕ пулнă вырăнта лартрăмăр. Паллах, вăл питĕ ансат. Яла никĕслекенсен хушамачĕсене гранит плита çине çыртартăмăр. Тăрринче - пÿртĕн тăхăр юпа çине хунă никĕс пĕренисем. Палăка çав çулах Çимĕк кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр.

Манăн ыйту çапларах: Чăваш Республикинче яла никĕсленĕ çынсен ячĕпе уçнă палăксем е асăну хăмисем пур-и? Хаçат урлă хурав парсан аванччĕ.

Пĕлтĕр Культура çулталăкне палăртса хамăр ялта ÿссе çитĕннĕ Сергей Адюковпа тĕп çăла тирпей-илем кĕртес терĕмĕр. Çак вăйлă çăла пула çынсем ку тăрăха килсе вырнаçнă. Тĕнсĕр ялĕ малтанхи вырăнта шыв çитменнипе тĕппипех çунса кайнă. 1870 çулсен варринче тăхăр хуçалăх çĕнĕ вырăна куçса килнĕ, ял никĕсленĕ.

Эпĕ строительство материалĕсене туянтăм, Алексей Артемьев вĕсене Çĕрпÿ хулинчен илсе килчĕ, Сергей Адюков çивиттине ăсталарĕ. Кайран çăл патне темиçе çул каялла хунă тимĕр рама çумне шăратса çыпăçтарчĕ. Халĕ йĕпе-сапа çанталăкра шыв патне пыма, япала çума-чÿхеме анмашкăн кăмăллă.

Рама ăшне çăла хисеплесе çырнă тав сăмахĕсене вырнаçтартăм. Ялта пăрăх тăрăх урамсене шыв пымасть, нумайăшĕн килĕсенче пусă пур. Çапах та тăрă, техĕмлĕ шыв патне ял çыннисем анчах мар, Çĕрпÿ хулинчен те ки-леççĕ. Çăлĕ çутçанталăк палăкĕ шутланать.

Михаил КРЫЛОВ.

Çĕрпÿ районĕ,

Тĕнсĕр ялĕ

Михаил КРЫЛОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.