Ыйтусем хуравсăр юлмаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче РФ Коммунистсен партийĕн /РФКП/ Чăваш республика уйрăмĕн ертÿлĕхĕпе тата хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Мероприятие РФКП Чăваш республика комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕнчи РФКП фракцийĕн ертÿçи Дмитрий Евсеев, партин районсемпе хуласенчи комитечĕсен секретарĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Тиркекене - тирĕк тĕпĕ
Паян республикăри кашни ялта урçа-хусах пайтах. Пĕри авланма иртерех тесе çамрăклăх иртнине сиссе юлайман, тепри – турă çырни пусма вĕçнех килĕ-ха тесе кĕтнĕ, виççĕмĕшĕ – ашшĕ-амăшне тивĕçтерекен хĕр тупайман. Ман шухăшпа, тепĕр пĕлтерĕшлĕ сăлтав та пур. Ялти хăш-пĕр каччă именчĕк, шалти туйăмне уçма вăтанать.
Ултав макăртать, чуна ыраттарать...
Мĕншĕн арçынсем хăйсен арăмĕсене, юратнă хĕрарăмĕсене юттипе улталаççĕ? Савнийĕ урăххи патне пăрахса кайсан этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăй çине алă хурасси пирки те шухăшлать. Ахалех! Малтанах арçын мĕншĕн "сулахаялла чупнин" сăлтавĕсене уçăмлатмалла.
Сăлтавĕсем:
1. Упăшкипе арăмĕ хушшинчи хутшăну начарланнă. Арçын - питĕ хăйне евĕр çын. Уншăн ачаш та туйăмлă мăшăрĕпе мирлешиччен урăххи патне кайма чылай çăмăлрах.
Чăваш чунлă Уяр
Яковлевпа тăван чĕлхе - пĕр тĕвĕре
Акă уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантпа пĕр килет, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăхăмăрăн çутта кăларуçи Иван Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи тата Иван Яковлев пĕр çыхăнура тăраççĕ.
Патриарх умĕнчи пысăк яваплăх
Аслă вĕрентÿçĕ çуралнă хутлăх... Вăл - культурăсемпе тĕнсен тăкăрлăкĕ, чĕлхе тĕлĕшĕпе тĕрлĕ ушкăна кĕрекен халăхсем тĕл пулнă вырăн. Вĕсене мĕн çыхăнтарать? Çак çĕр çинчи тăнăçлăх тата, нумай енĕпе ют пулсан та, çураçупа килĕшÿ пурри.
Кăнна Кушки Теччĕ районне кĕрет. Унта 25 пине яхăн çын пурăнать. Çав шутра: вырăссем - 34,7 процент, тутарсем - 32,7, чăвашсем - 22,7, ирçесем - 9,9 тата ытти халăх çыннисем - 0,6 процент. Районти 75 ялтан 15-ĕшĕ - чăваш ялĕ.
Ашшĕ-амăшĕ черет тăрать...
Çуллахи каникулта чылайăшĕ ачи-пăчине лагере ăсатма тăрăшать. Çемьесене патшалăх çулсеренех çăмăллăхлă путевкăпа тивĕçтерет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 578,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Путевка хакĕ 11748 тенкĕ, çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ унăн 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ачан канма май пулĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.














