Ыйтусем хуравсăр юлмаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче РФ Коммунистсен партийĕн /РФКП/ Чăваш республика уйрăмĕн ертÿлĕхĕпе тата хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Мероприятие РФКП Чăваш республика комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕнчи РФКП фракцийĕн ертÿçи Дмитрий Евсеев, партин районсемпе хуласенчи комитечĕсен секретарĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев халăхпа тата тĕрлĕ парти представителĕсемпе уçă та ултавсăр калаçу ирттермешкĕн яланах хатĕр пулнине палăртрĕ. "Çынсемпе тĕл пулнă чухне эпĕ нихăçан та, никама та ыйту памашкăн чарман. Муниципалитетсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне те вырăнта пурăнакансем хăйсене мĕн пăшăрхантарнине уççăн пĕлтерме пултарчĕç. Эпĕ общество организацийĕсен тата кирек мĕнле МИХсен представителĕсене те хамăн пресс-конференцисене хутшăнма ыйтатăп. Конструктивлă критика тата конкретлă ыйтусем нихăçан та хуравсăр юлмаççĕ," - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл тĕл пулăва килнисене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, пĕлтĕр мĕн туса çитерейменни çинче те чарăнса тăчĕ. Умри тĕллевсем пирки асăнчĕ.

Икĕ сехет ытла тăсăлнă тĕл пулура район-хула комитечĕсен секретарĕсем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Тĕслĕхрен, "Ĕç ветеранĕ" ята илме кирлĕ ĕç стажне 35 çулччен /хĕрарăмсемшĕн/ тата 40 çулччен /арçынсемшĕн/ чакармашкăн, ăна тивĕçнисем валли медаль çирĕплетмешкĕн сĕнчĕç. Михаил Васильевич "Ĕç ветеранĕ" медаль пирки тепĕр хут шухăшласа пăхма шантарчĕ, "Çынсем ыйтаççĕ пулсан - тăвăпăр", - терĕ. 40 тата 45 çул ырми-канми ĕçленисене хисеплĕ ят парасси çинчен хушу тухсан икĕ çулта республикăри 21 пин ытла çын ĕç ветеранĕсен йышне кĕнине пĕлтерчĕ. "Ĕç стажне тÿрех 5 çул мар, малтан - 2,5 çул, кăштахран вара тата тепĕр çавăн чухлĕ чакарма тăрăшăпăр", - М.Игнатьевăн çак сăмахĕсене тĕл пулăва килнисем алă çупса йышăнчĕç. Паллах, асăннă саккуна паян-ыранах алă пусма пулать, çапах малтан республика бюджечĕн тăкаксен пайне çĕнĕрен пăхса тухмалла-çке, çакăн валли укçа-тенкĕ тупмалла.

Куславкка район больницинчи кадрсен ыйтăвĕ вырăнти коммунистсене хытах пăшăрхантарать. Паянхи кун унта 10 ытла врач çитмест иккен. Куславкка хуласен йышне кĕнĕрен "Земство тухтăрĕ" проект çав больницăна ĕçлеме килекен тухтăрсене пырса тивмест, çавăнпа ку сыватмăша вырнаçас текен çукрах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ унта тепĕр программа - "Ял территорийĕсен 2020 çулчченхи çирĕп аталанăвĕ" - ĕçленине каларĕ. "Эпĕ хула пуçлăхне çапла сĕнтĕм: "Хăвăр тăрăхра çуралса ÿснĕ хĕрсемпе каччăсене хатĕрлĕр, вĕсем вĕренсе тухсан тăван кĕтесех таврăнччăр, çĕр лаптăкĕ илччĕр, çурт хăпартчăр е хваттер туянччăр." Çамрăк специалистсем пурăнмалли çурт-йĕр хакĕн 70% чухлĕ тавăрса памалли мар субсиди илме пултараççĕ," - терĕ Михаил Игнатьев. Çамрăк специалистсене малтанхи вăхăтра хушма укçа парса пулăшсан, пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерсен, хавхалантару ытти мелĕ сĕнсен кадр ыйтăвне татса пама пулатех!

Улатăр представителĕ хăйсен тăрăхĕнче РФКП членĕсене ертÿçĕ должноçĕсене шанса пама тăрăшманнине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнче кадрсен резервĕ пуррине, муниципалитетсенче те çакнашкал мелпех ĕçленине палăртрĕ. Должноçсене резерври çынсене тата конкурс ирттерсе уйăрса лартмаллине каларĕ. Конкурссене вара кирек хăш парти членĕ те хутшăнма пултарать. Комиссисенче министерство-ведомство специалисчĕсем çеç мар, депутатсем те, Общество палатин членĕсем те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата тĕрлĕ общество организацийĕсен представителĕсем те пуррине аса илтерчĕ. Улатăрти тĕслĕх тĕлĕшпе служба тĕрĕслевĕ ирттерĕпĕр терĕ.

Тĕл пулура шкулсенче пионер организацийĕсене чĕртсе тăратассипе çыхăннă сĕнÿ те пулчĕ. Çавăн пекех халăха таса шывпа тивĕçтерессипе, ĕçсĕрлĕхпе, "Вăрçă ачисем" саккуна йышăнассипе, çул-йĕр тăвассипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă хуçалăхпа, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Михаил Игнатьев кашнинех тĕплĕ хурав пачĕ, хăш-пĕрне мĕнле пурнăçланине хăй тĕрĕслесе тăрассине пĕлтерчĕ. Валентин Шурчанов Чăваш Ен Пуçлăхне тĕл пулăва килнĕшĕн тав турĕ, "Республика ырлăхĕшĕн пирĕн пĕрле ĕçлемелле", - терĕ. РФКП членĕсем çакнашкал тĕл пулусене район-хула комитечĕсенче те ирттерсен аван пулĕччĕ тесе пĕтĕмлетрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.