Комментари хушас

Чăваш Ен «Спортпа чи туслă регион» ята тивĕçнинче район центрĕсенчи физкультурăпа сывлăх комплексĕн тÿпи те пурах. Апла тăк вĕсене хута ярас тĕллевпе мĕльюншар тенкĕ тăкаклани харама каймарĕ темелле. ФСКра канмалли кунсенче, ĕç хыççăн çын туллиех. Эрне варринче, кăнтăрла, мĕнле-ши? Çакна вырăна çитсе хамăр куçпа курса ĕненес терĕмĕр. Çавăнпах командировкăна тухсан спорт керменĕсене кĕме тăрăшатпăр. Хальхинче, ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Йĕпреçри «Патварта» тата Вăрнарти çамрăксемпе спорт шкулĕнче пултăмăр.

Кăнтăрлахи пĕр сехет çурăччĕ. Фойере ачасен пушмакĕсем шăкăринех лараççĕ те тÿрех кăмăл хăпартланчĕ: кунта çынсем пурах.

60-ти Валентина Дмитриева бассейна кулленех çÿрет-мĕн. «Каçпа халăх нумай, кăнтăрла ишме ирĕклĕ. Пенсионер удостоверенийĕпе 53 тенкĕпех кĕртеççĕ. Çăва тухсан вăхăт пулмĕ, унччен çÿресе юласшăн», - хывăнмалли пÿлĕме хăвăрт кĕрсе çухалчĕ хĕрарăм.

«Патвар» директорĕн вĕренÿпе спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ Алексей Ефимов физкультурăпа сиплев комплексĕпе паллаштарма килĕшрĕ. Ксения Гурьева тренер Эйпеç шкулĕн ачисене пĕчĕк бассейнра ишме вĕрентетчĕ. Сехет маларах кунта Пучинке шкулĕнче вĕренекенсем физкультура урокне ирттернĕ. «Районти шкулсем графикпа килĕшÿллĕн килеççĕ. Уйăхра 500-е яхăн ача кунта сывлăха çирĕплетет. Вĕсем тÿлевсĕрех çÿреççĕ», - ăнлантарать Алексей Владимирович. Аслăрах ÿсĕмри ачасен тепĕр ушкăнĕ пысăк бассейна шампăлтатса кĕрсе кайнине савăнса пăхса тăтăм.

Унтан тренажер залне кĕтĕмĕр. Кăнтăрла кунта тивĕçлĕ канурисем вăхăта усăллă ирттеççĕ, çамрăксем каçалапа килеççĕ. Ĕç хыççăн ертÿçĕн çамрăк çумĕ хăй те кунта хул-çурăмне тĕреклетет-мĕн. /Чăнах та, кĕлетки атлетăнни евĕрех/.

Спортзалта вара никам та çукчĕ. «Ыран пирĕн патра волейбол выляссипе республика чемпионачĕ иртет, пурĕ 12 команда килмелле. Халăх туллиех пулĕ, халĕ çын çук тесе ан тиркĕр ĕнтĕ», - палăртать Алексей Ефимов. Тиркешмелли сăлтав тупăнмарĕ, Йĕпреçсемпе сыв пуллашса малалла вĕçтертĕмĕр.

Пирĕн çул Вăрнар урлă выртать. 14 сехет тĕлĕнче спорт керменĕ умĕнче чарăнтăмăр. Çурт умĕнче пĕр транспорт та ларманран иккĕленÿ çуралчĕ: кунта çын пурах-ши? Тата мĕн ятлă-ши ку кермен? Тĕсесе пăхсан та çурт айккинче «Химик» спорт клубĕн афишисĕр пуçне урăх нимĕн те асăрхамарăм. Сăлтавне каярах район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçи Сергей Гордеев уçăмлатрĕ. Спорт комплексне патшалăх программи хута кайичченех, 2005 çулта, хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ. Кунта бассейн çукки те çак сăлтавпах çыхăннă-мĕн. Çитес çулсенче хушма çурт купаласа ăна хута ярас тĕлĕшпе проект хатĕрленĕ ĕнтĕ. Халĕ кунта Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем, «Химик» клуб членĕсем, вырăнти халăх кермене çÿресе савăнать. Ячĕ çукки халăх сывлăхне çирĕплетмешкĕн ним чухлĕ те чăрмантармасть.

Вахтер спортзалта тренировка ирттерекен Сергей Политова чĕнсе илчĕ. Сергей Иванович спорт инструкторĕ кăна мар, вăл - Вăрнар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ. Çапах та сĕтел çи теннис секцине çÿрекенсемпе ĕçлемешкĕн вăхăт тупать. Тунти кун ун патне 12-ĕн килнĕччĕ.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине Юрий Львов ертсе пырать. Пурĕ унăн виçĕ ушкăн. Эпир пынă чухне 1-3 классемпе тренировка пыратчĕ.

Уроксем хыççăн аэробикăна, бокса кăмăллакансем хывăнмалли пÿлĕмсене кĕрсе кайрĕç. «Ирхине аслă ăрурисем, 16 çын, аэробикăна килчĕ. Вĕсемпе Ирина Куркина ĕçлет. Эпĕ йăлтах журнала çырса пыратăп», - ăнлантарать вахтер.

Урамра çумăр вĕтĕртетнине пăхмасăрах стадионта кĕçĕн класс ачисем пухăннăччĕ. Вĕсене лапамри тĕрлĕ ярăнчăк илĕртет пулас.

Вăрнарсемпе Йĕпреçсем спортпа туслă пурăннине хамăрах курса ĕнентĕмĕр. Ытти районта лару-тăру мĕнле-ши? Çакна тĕпчеме пĕр-пĕр кун сирĕн пата та кĕрсе тухатпăрах. Хăвăр пирки начар калаттарас килмесен пурте спортпа туслашма васкăр!

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Алина ИЗМАН
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.