Ашшĕ-амăшĕ черет тăрать...

19 Ака, 2014

Çуллахи каникулта чылайăшĕ ачи-пăчине лагере ăсатма тăрăшать. Çемьесене патшалăх çулсеренех çăмăллăхлă путевкăпа тивĕçтерет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 578,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Путевка хакĕ 11748 тенкĕ, çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ унăн 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ачан канма май пулĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи шкул ачисене путевка пама тытăнчĕç. Лару-тăрупа паллаштармашкăн ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова журналистсене пуçтарчĕ. «Чăн малтанах каçару ыйтатпăр. Пĕрлехи автоматизаци тытăмĕн сăлтавĕсене тата операторсен йăнăшне пула 10% яхăн ашшĕ-амăшĕн кăмăлне тивĕçтереймен. Хальхи вăхăтра вĕсене путевкăсем тупса парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, - пуçларĕ Светлана Владимировна сăлтавсене уçăмлатнă май. - Акан 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта, сăмахран, харăсах 130 оператор ĕçленĕ, 5 минутра 100 ытла çынна йышăннă вĕсем. Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ тĕпренчĕкне лайăх лагере, 2 е 3-мĕш сменăна вырнаçтарма ыйтнă. Электрон черете тăратнă хушăра та, 10-20 çеккунтра, путевка пĕтес хăрушлăх пур-мĕн. Кунта база е компьютер япăх ĕçлени те витĕм кÿрет. Тытăма пĕрре кĕнĕ хыççăн каялла таврăнса урăх лагерь е смена суйлама çук-мĕн. Çавăнпа та путевка пур çĕртех хăшĕ-пĕри нимсĕр юлнă. Интернет хăвăртлăхне айăплама çук, мĕншĕн тесен провайдерсемпе пурин те вăл пĕр пек пулмалла тесе малтанах килĕшÿ тунă.

Компьютер программине шухăшласа кăларнă подрядчикпа хамăр тĕллевсене сÿтсе яврăмăр ĕнтĕ. Çитес çул урăхларах çул-йĕр суйлăпăр. Тен, путевкăсене шкулсене валеçсе парăпăр. Кунсăр пуçне ачасен канăвне йĕркелесси çинчен калакан саккун йышăнма Патшалăх Канашне сĕнÿпе тухăпăр».

Шупашкарти лару-тăрупа хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пай пуçлăхĕ Ольга Тарасенко паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх - çав кун вĕренÿ 64 учрежденийĕнче 465 оператор ĕçленĕ. Кăçал хулари 5761 ача /пĕлтĕр - 4500/ бюджет путевкипе канĕ. Ашшĕ-амăшĕн хула тулашĕнчи 18 лагере ыйту çырма май пулнă.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Марина Соловьева пĕлтернĕ тăрăх - автоматизаци тытăмĕ урлă 2000 /пĕлтĕр - 1920/ путевка пама палăртнă.

- Путевкăллă пулас тесе черет тăма тиврĕ. «Пĕлтĕр 8-9 сехет, кăçал талăка яхăн кĕтрĕмĕр. Çитес çул чăтăмлăха татах ытларах тĕрĕслеме тивĕ-ши?» - тет кăмăлсăр ашшĕ-амăшĕ, - калаçăва хутшăнчĕ Çĕнĕ Шупашкар журналисчĕ.

«Пĕлтĕр пирĕн 40 путевка юлнăччĕ, кун çинчен массăллă информаци хатĕрĕпе те пĕлтертĕмĕр. Кăçал та лару-тăру кăткăс мар. Кунсăр пуçне 1405 ача шкулти лагере çÿрĕ. Пурĕ пирĕн хулара 4 пине яхăн шкул ачи пулнине шута илсен кашни виççĕмĕшĕн çуллахи канăвĕ усăллă иртесси паллă», - палăртрĕ Марина Витальевна.

Воспитательсен тĕлĕшпе çитменлĕх пуррине Светлана Петрова та пытармарĕ. Ачасен канăвĕ, кăмăл-туйăмĕ вĕсенчен нумай килет-çке. Лайăх вожатăйсем республика тулашне ĕçлеме каяççĕ-мĕн, шалу пысăк марри те витĕм кÿретех. Çапах та ку ыйтăва тимсĕр хăвармаççĕ, кăçал 600-е яхăн студент вожатăйсен курсĕнче пĕлÿ илĕ, вĕсене ĕçе ятарлă конкурспа йышăнĕç.

- Хĕрĕме пĕлтĕр лагере ятăм, «киле илсе кайăр» тесе аптăратса çитерчĕ. Смена вĕçлениччен икĕ кун маларах пытăм та тĕлĕнтĕм: ушкăнта пĕр арçын ача кăна тăрса юлнă, пурне те илсе кайса пĕтернĕ, - каласа кăтартрĕ ĕçтешĕмсенчен пĕри.

Кун пек те пулать иккен. Ашшĕ-амăшĕ вара пепкине валли путевка илес тесе çĕрĕпех черет тăма хатĕр...

Сăмах май, паянтан пуçласа районсенчи шкулсенче путевка илмешкĕн ыйту йышăнаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.