Тăван Атăл

6 Юпа, 2016

Орфографи суда çитерчĕ

Чăваш орфографине йĕркене кĕртме тунă айкомисси /подкомиссия/ хăйĕн ĕçне хăюллăн пуçланăччĕ: тĕрĕсçыраслăха "тÿнтерсе" янă правилăсене тимлĕн пăхса тухса унти "идиотизмсене" пĕтерме, ку яваплă ĕçре саплăк лартса кăна аппаланни çителĕксĕр пулнине палăртнăччĕ. Татăклăн илтĕнчĕ çак сăмах, тинех улшăну пуласса шантарчĕ. Анчах айкомисси хăйĕн ĕçне пăшик! сасă кăлармасăрах вĕçлерĕ пулмалла.

Халăха тарăхтарса çитернĕ çак правилăсене мĕнле кăна вăрçмарĕç пуль: вĕсене тăвакан "партизан отрядне" ĕмĕрлĕхе намăс хапхи çине çырса хума сĕнекенсем те пулчĕç.

6 Юпа, 2016

Хурлçăхлă юрă. Николай Сунай

Калав

Васкаса ĕçлерĕ утă кĕртме пуçтарăннă халăх. Анса пыракан хĕвел хăвăртлăха тата та ÿстерчĕ. Кĕçех тĕттĕмленес хăрушлăх пур. Çынни те çителĕклĕ. Чĕнмесĕрех килчĕç кÿршĕ-аршăпа туслă пурăнакан Алексейпе Ингăна пулăшма. Хуçисем хăйсем ÿркенекеннисем мар та, кÿршисем те хаваспах пыраççĕ вĕсем патне. Арçынсем аялта тăрмашрĕç. Утă рулонне ушкăнпа кустарса кĕреççĕ. Салатса ăна çÿле ывăтса параççĕ. Çÿлте вара - хĕрарăмсем: кил хуçи арăмĕпе хирĕçех пурăнакан Ираида аппа. Аллăран иртнĕ имшер хĕрарăм хĕрĕх те тултарман Ингăран пĕрре те кая мар тĕрмешет.

6 Юпа, 2016

Сцена çинчи вут-çулăм

«Сукмакĕ ку тĕлĕнмелле тумхахлă», –
Тесе хальччен тăмарăн шикленсе.
Ярса пусса ялан-ялан сулмаклă
Йывăрлăхра эс пытăн пиçĕхсе.
 
Вут-тăвăлсен ытамĕнче чухне те
Умра курса малĕмĕтлĕх сăнне
Ыр кăмăл-туйăм ăшшине çĕнетрĕн
Ыттисене асаплă чух сĕнме.
29 Çурла, 2016

"Тăван Атăл" журнал, 8 №, 2016 çул.

КĂЛАРĂМРА:
 
«2016 ÇУЛХИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС
Валентина ТАРАВАТ. Çухатнă сăмах. Калав
 
ПОЭЗИ
Порфирий АФАНАСЬЕВ. Куçран пăхать тин шăтнă курăк. Сăвăсем
 
1 Çурла, 2016

"Тăван Атăл" журнал, 7 №, 2016 çул.

КĂЛАРĂМРА:
«2016 ÇУЛХИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС
Альбина ИСЕМПИ. Кĕске калавсем
 
ПОЭЗИ
Николай ТЕВЕТКЕЛ. Çил çанăран туртатчĕ тантăшла. Сăвăсем
 
ПРОЗА

Pages