Тăван Атăл

13 Çурла, 2015

Вениамин ТИМАКОВ. Сăвăсем

Вениамин Петрович Тимаков 1940 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчеТăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантура пĕтернĕ. Филологи наукисен кандидачĕ.
17 Утă, 2015

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Ăна тăван халăхăм патне çитерес килчĕ. Çавăншăн çырнă-çке-ха ăна. Çавăншăн ĕçленĕ. Турă панă пултарулăха тăван халăхăма тавăрса памалла. Писателĕн, паллă, çакна кĕнеке çырса тумалла. Унсăрăн çылăха кĕрĕп.

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Суту-илÿ йĕркелесчĕ, библиотекăсене çитересчĕ тесе чиновник патне кĕтĕм.

- Хальхи саманара кĕнеке модăра мар, - терĕ çак мăнттай.

Çав териех хурлантăм.

Татах, нимĕне пăхмасăр, тепĕр çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Тусăмсем, юлташăмсем, манăн хаклă вулаканăмсем тав туса пĕтереймеççĕ.

Pages