Тăван Атăл

29 Раштав, 2016

Çăра юнлă чăвашсем

2011 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Григорьевăн "Кровь или 72 часа" мистикăлла романĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке авторĕ – врач-генетик. Ун чухне вăл Америкăри Джонс Хопкинс институтĕнче /Балтимор хули/ ĕçлесе пурăнатчĕ, çулсерен пĕр-икĕ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчĕ. Пĕррехинче çыравçă-медик кĕнеке корректурине вулама килчĕ, пысăк калаçу пуçлас тĕллевпе хăйпе илсе килнĕ пысăках мар чăматанне уçса кăтартрĕ. Унта туллиех темле пробиркăсем лартса тухнăччĕ, вĕсене… юн ярса тултарнă иккен. Чăваш юнĕ! Çакна Дмитрий Николаевич палăртсах каларĕ.

15 Раштав, 2016

Валерий КОШКИН. Киле эп çитрĕм пĕринче

(Халăх шÿчĕ майлă)
Киле эп çитрĕм пĕринче –
Çемçеччĕ кĕлетке –
Мĕскер-ха ку: сентре çинче
Выртать ют шĕлепке?
– Ку шĕлепке ют çыннăн пек… –
Тĕпчетĕп арăмран.
– Мĕн аташатăн: ку – чӳлмек,
Типет… тарланăран.
Киле эп çитрĕм тепринче –
Вăй çук урасенче:
Кĕпи – савнийĕн. Юнашар
Выртать ют шăлавар.
– Ку шăлавар ман мар пулас? –
Пĕлтертĕм арăма,
- Ку – çĕтĕк вĕт, мĕнех калас,
29 Чÿк, 2016

"Тăван Атăл" журнал, 11 №, 2016 çул.

КĂЛАРĂМРА:

«2016 ÇУЛХИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС

Людмила САЧКОВА. Çĕр пӳртри юрату. Повесть

ПОЭЗИ

Яков УХСАЙ /Çуралнăранпа – 105 çул/ Сăвăсем

Валери ТУКТАР. Итле-итле эп савăнатăп садри саркайăк юррине

29 Юпа, 2016

"Тăван Атăл" журнал, 10 №, 2016 çул.

КĂЛАРĂМРА:

«2016 ÇУЛХИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС

Ева ЛИСИНА. Садри шăллăм, е эпĕ Фатимана йĕртесшĕн мар. Калав

 

КИНО ÇУЛТАЛĂКĔ

Валерий АЛЕКСИН. Документалист каçалăкĕ

 

Pages