Самант

29 Çурла, 2014

Тархасшăн: «Самант», 8 ", çурла!

Шупашкар 545 çул тултарчĕ! Мĕнле шухăш-туйăм вăратать çак дата? Мĕнле пуçланса кайнă-ши пирĕн шĕкĕр хула? Тĕнчере пурне те пĕлсе пĕтерес çук, çапах та ăна-кăна чухлама пулать.

29 Çурла, 2014

Анастасия КАРТМАСОВА: " Эпир хамăр ěçпе çынсен чун-чěрисемшěн яваплă"

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменре темиçе çул каялла пăрлăх тапхăрĕ пуçланнăччĕ, ял пурнăçĕ хытсах ларнăччĕ, культура вучахĕ пăрпа витĕн­­нĕччĕ. Мăн Этменри клубăн – культура тата библиотека пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çурчĕн ертÿçисем улшăнсах тăратчĕç.

29 Çурла, 2014

Шупашкар

Шупашкар мĕнле пуçланса кайни çинчен нумай тавлашнă, малашне те калаçăпăр. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть çак сăмахăн: чăваш пĕтмесĕр те чарăнмасть вăл. Чăваш вара тĕнче пĕтсен те виçĕ кун пурăнать тет! Çапах та шĕкĕр хуламăр пуçламăшĕн йĕрри паян кун та палăрать кăна мар – куç тулли тăрать.

29 Çурла, 2014

Çулла - тěпчевсен тата пултарулăх савăнăçě?

Чылай çамрăк çуллахи каникулта ĕçсĕр аптрать, ним тума пĕлмесĕр «канать». Пирĕн вара – Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрти «Манăн хула» пĕрлешÿре вĕренекенсемшĕн – кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук.

29 Утă, 2014

Аксу виç кĕтеслĕхĕ

Пăлхавăр тăвĕ. Тутарстан Республикинчи Аксу районĕ чăваш чунне чи тăван тăрăх тесех палăртмалла. Районăн пурнăç тымарĕ – Аслă тата Кĕçĕн Сĕнче юхан шывĕ­­сем. Аслă Сĕнче – 1978 çултанпах регион шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ. Çырма тăрăх çынсем сĕм-сĕм авалран вырнаçнăран Аксу çĕрĕ мĕн кăна пытарса упрамасть-ши?

Pages