Комментари хушас

29 Çурла, 2014

Тархасшăн: «Самант», 8 ", çурла!

Шупашкар 545 çул тултарчĕ! Мĕнле шухăш-туйăм вăратать çак дата? Мĕнле пуçланса кайнă-ши пирĕн шĕкĕр хула? Тĕнчере пурне те пĕлсе пĕтерес çук, çапах та ăна-кăна чухлама пулать.

Чул ĕмĕрĕнчи хатĕр-хĕтĕрпе сунара е пулла кайса курнă-и эсир? Çĕнĕ Шупрашкарти тем те пĕлме юратакан çамрăксем вара авалхи гарпунпа пулă та тытнă. «Çавал – 2014» экспедици: пĕтĕмлетни.

Пирĕн корреспондент Неонила Петрова çĕр çинче икĕ тĕрлĕ ăслă чĕр чун пурăннине асăрханă: арçын тата хĕрарăм – кам тата мĕн?

«Пĕрремĕш юрату» ярăмри «Юрату – ĕмĕрлĕхех» çутă аса илÿ, Рената Волковăн «Ăраскалĕнчи» «Телей куççулĕ» тĕрленчĕк этеме чĕре мĕн тума кирли пирки хытă шухăшлаттарать: ÿт-пĕвре юн хăвалама е туйăмсен хĕрÿлĕхне сивĕтме панă ăна?

Ытти материалсен вăрттăнлăхне уçмăпăр. Яланхи пекех – вуламалли те, шутламалли те пур кăларăмра.

Pdf-верси.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.