Комментари хушас

29 Çурла, 2014

Çулла - тěпчевсен тата пултарулăх савăнăçě?

Чылай çамрăк çуллахи каникулта ĕçсĕр аптрать, ним тума пĕлмесĕр «канать». Пирĕн вара – Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрти «Манăн хула» пĕрлешÿре вĕренекенсемшĕн – кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Çĕртме уйăхĕнче эпир Шупашкар тата Сĕнтĕ­р­­­­­вăрри районĕсенчи истори палăкĕсене шута илекен «Çавал» экспедицие малалла тăсрăмăр. Çавалăн анатри юхăмĕнчи археологи обьекчĕсене тупса палăртасси, вĕсене тĕпчесси – экспедицин тĕп тĕллевĕ пулчĕ.

Пĕлтĕр «Çавал-2013» экспедицие хутшăннисем Ворни-1 тата Ворни-2 истори-культура обьекчĕсене, чул сарнă авалхи çул-йĕре тупса палăртнă. 1912 çулхи картта çинче çак ĕлĕкхи çул-йĕре «почта тракчĕ» тесе кăтартнă. Ворни-1 тата Ворни-2 палăксем нумай сийлĕ: пĕрремĕшĕ – тимĕр ĕмĕр пуçламăшĕнчи хулаш, иккĕмĕшĕ – XVIII-XX ĕмĕрсенчи тĕн тата йăла-йĕрке палăкĕ. Ворнире эпир городецк культури тапхăрĕнчи (пирĕн эрăчченхи VII-IV ĕмĕрсем) хĕртнĕ тăмран тунă япаласен виçĕ ванчăкне, XVIII-XX ĕмĕрсенче çапнă пилĕк укçа тупрăмăр.

Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрĕ историпе археологи экспедицийĕсене темиçе çул ĕнтĕ ирттерет. Ертсе пыраканĕ – центрăн хушма вĕренÿ педагогĕ Лариса Петровна Минаева. Наука консультанчĕ – Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕн тавра пĕлÿ секторĕн ертÿçи Александр Игоревич Соколов. Экспедицин «шур сухалĕ» – Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта 11 класра вĕренекен Артем Петров. Çамрăксенчен «чи ватă» Артема эпир лагерь комендантне суйларăмăр. Кăçалхи экспедицие хутшăннă ыттисем çĕнĕ çынсем: Павел Алексеев, Дмитрий Судариков, Яна Сизова, Наталья Полиевтова, Тахмина Спиридонова пирĕн хулари 8-мĕш шкултан, эпĕ вара – Дарья Козлова – 6-мĕш гимназирен. Яланхи пекех экспедицие Александр Игоровичăн спаниелĕ Элеонора та пычĕ (йыттăн ячĕ ытла та «элеонорăлла» ил­­тĕ­н­­­нĕрен ăна пурте Муся тесе чĕнеççĕ).

Çĕртмен 15-мĕшĕнче Çавал юхан шывĕн чăнкă çыранĕ­н­­­че, сăрт çинчи юманлăх хÿттинче палаткăллă лагерь уçрăмăр. Ворни хулашĕ авианосецăн самолетсене хăпартмалли питтине аса илтерет, кунтан тĕлĕнсе каймалла курăм уçăлать: Çавал анлăшĕ, çаран-вăрман, сăрт-ту. Киремет сăрчĕн хĕррине пырсан аялта юхан шыв Атăла васкани курăнать. Шыв хĕрне анмалли сукмак темĕн пысăкăш пусма евĕр. Ворни киремечĕ тахçан хулаш пулнине ас тутарса çĕр тĕккисем (ров) халĕ те палăраççĕ. Çак вырăн пысăк учÿк пулнине çирĕплетсе çĕр хапхи йĕррисем курăнаççĕ.

Чи хумхануллă самант маншăн экспедицире çĕр каçнă пĕрремĕш каç пулчĕ. Эпир виççĕн – эпĕ, Тахмина тата Наташа – пысăк палаткăра йăва çавăртăмăр. Çакнашкал условисене пуçласа лекнĕрен час çывраймарăмăр. Палатăна вара çăвакан çумăр параппанларĕ, вăрманти йывăçсем чĕриклетрĕç, шапасен туслă та янравлă хорĕ ывăнмасăр чарăнми юрларĕ.

Тепĕр кунне ирех лагерьте хĕрÿ ĕç-пуç вĕресе кайрĕ. Арçын ачасем авалхи çуй-кăрал ăсталама тытăнчĕç. Павел ухăпа перекенсен секцине çÿрет, çавăнпа ĕнтĕ унăн умне ухă янăлама тĕллев лартнă, ăна пулăшма Димăна уйăрнă. Вĕсем тăрăшнă хушăра эпир вăрманта çĕмрен валли юрăхлă шĕшкĕ хулли виçĕ кун шырарăмăр! Александр Игоревич вĕрентсе-кăтартса пынипе Павелпа Дима чăнах та ухă ăсталарĕç. Хамăр алăпа тунă кăралтан пересси хĕр ачасен те чи юратнă вăййи пулса тăчĕ. Александр Игоревич пире «Мурзилка йăхĕнчи чăваш амазонкисем» чыслă ят пачĕ.

Тата ытти хатĕре те тĕрĕслесе пăхрăмăр эпир. Çавалтан пулă тытнă чухне пĕлтĕрхи экспедицире гарпун туса тĕрĕслес шухăш çуралнă. Артем Петров вĕренÿ çулталăкĕ хушшинче шăмăран гарпун хатĕрленĕ. Вăл неолит тапхăрĕнче (8 пин çул авалрах) авалхи çынсем усă курнă хатĕрĕн йĕкĕрĕ. Йÿп-сăнă (гарпун) авăрне юрăхлă патак тупса шăмăран касса янăланă хатĕре авалхи технологисене пăсмасăр лартрĕç. Йÿп-сăнăпа пулă та тытрăмăр Çавалта – ĕçлет ĕлĕкхи хатĕр!

Тĕрĕслесе пăхнă тепĕр япала – авалхи чул сăнă. Чул йĕппине хамăр катса янăламан, археологи чавăмĕсенче тупнă, авалхи çынсем ăсталанă сăнăпах усă куртăмăр. Авăрне кăна ĕлĕкхилле – сĕм авалхи технологисем ыйтнă пек лартрăмăр.

Арçын ачасем неолит арсеналне тултарнă вăхăтра эпир те – хĕр ачасем – ĕçсĕр лармарăмăр – тăм йăваларăмăр. Тĕрлĕ культурин тапхăрĕнчи савăт-сапа майлă чашăксем ăсталарăмăр. Çавал çырмин тÿремĕн илемĕ чуна çунатлантарнăран эпĕ çак кĕтрете хут çине ÿкерме тăрăшрăм, пейзажа акварельпе ÿкертĕм.

Археологи разведкисене ирттересси те экспедици тĕллевĕ­­сен шутне кĕрет. Пĕлтĕрхи экспедици Вăрнай ялĕ тăрăхĕнче археологин çĕнĕ объектне – чул сарнă авалхи çула тупнă. Кăçал та çак çул-йĕре тĕпчерĕмĕр эпир. 1645-1676 çулсенче патшара ларнă Алексей Михайлович вăхăтĕнчи кĕмĕл укçасене тупрăмăр авалхи çул-йĕр çинче. Лабораторире тĕрĕслеме пама çул хĕрринчен пĕр чулне кăлартăмăр. Сăмсахра, шыв юхтарса лартакан тĕлте, çумăрсем хыççăн эпир çĕр айĕнчен тухнă тимĕр япаласем те асăрхарăмăр: çĕçĕ (е çурла) катăкĕ, туптаса тунă пăтасем тата ыт. те.

Çĕртмен 20-мĕшĕнче юнашарти Çĕньял патĕнчи сăртсене тĕрĕслеме кайрăмăр. Çав тăрăхра та авалхи хулаш пулма пултарать. Çĕньялти ватă çын – Петрова Вера Константиновна сăмахĕпе унти шырлансене «Уйните» тесе калаççĕ, 70 çул каялла вара юхан шыв çумĕнче Шупашкарти тавра пĕлÿ музей ĕçченĕсем бизон пуç шăммине те тупнă. Чул сарнă авалхи çул Çавал урлă каçсан малалла Акулево еннелле кайнине, юхан шыв урлă вара Вăрнайра кĕпер хывнине те пĕлтерчĕ Вера Константиновна.

Экспедици программи истори-археологи енĕсемпе çеç çырлахмасть. «Хăвна ху пĕл» ятлă вăйă та ирттертĕмĕр эпир. Ăна йĕркелекенĕсем Шупашкарти педагог-психологсем – Анастасия Вениаминовна Степанова тата Оксана Владимировна Николаева. Психологи вăййи пултарулăх хевтине уçассине тата пĕр-пĕринпе калаçма-хутшăнма хăнăхассине шута илет. Вылянăçемĕн эпир юлташсен çĕнĕ енĕсене тупрăмăр, кашнийĕн шалти тĕнчин харпăрлăхне, илемне, пуянлăхне куртăмăр – тĕлĕнсех кайрăмăр!

Эпир савăт-сапа çăвакан машина та пулса куртăмăр, юмахсем те çыртăмăр, алăсене те сăн-сăпата çеç вылятса хĕрÿллĕн калаçрăмăр, кăвайт урлă та сикрĕмĕр. Юлашкинчен вара кăвайт тавра хăват ункине турăмăр, чунтан ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр тесе тĕв турăмăр (вĕсем пурнăçланасса питĕ шанас килет).

Каçпа вут умĕнче пуçтарăнса ларнин асамĕ халĕ те кăмăла ăшăтать. Çулăм ăшшине «ĕметĕн», вĕри чей ĕçетĕн, пурте калаçаççĕ, кашниех хаваслă. Хăш чухне хăйне евĕрлисенчен чи хăйне евĕрлĕ Паша курка йăтса чăнкă çырана кайса чăн-чăн шаман пек тем асамлатчĕ – ырана валли уяр çанталăк тухатлатчĕ.

Пирĕн экспедици лайăх та тухăçлă иртни опытлă, тăрăшуллă педагогсенчен килчĕ. Кăвайт çинче апат пĕçерни кăна мĕне тăрать – чăнах та, питĕ тутлă! Палатка ларт­ма, вут чĕртме халĕ хамăр ыттисене вĕрентме пултаратпăр. Ĕмĕрне археологие панă Игорь Александрович авалхи çынсен пурнăçне туйма, вĕсен тĕнчине курма хăнăхтарчĕ. Экспедици хыççăн çут çанталăкăн темле авăрĕнчен те хăтăлса тухаятпăр тесе калаятпăр халĕ – опыт пур. Савăк та ăшпиллĕ, анлă кăмăл-туйăмлă Лариса Петровна пирĕншĕн анне те, экспедицийĕн упраçă-пирĕ­ш­­тийĕ те пулчĕ.

Пĕр-пĕрне ăнланнин, пулăшнин усси мĕнле пысăккине ăнланса илтĕмĕр эпир. Кашни тăрăшмасан темле пысăк йышăн та вăйĕ çук. Пирĕн йышпа пĕчĕк ушкăнăн вара тĕнчене кутăн çавăрса хума та хăват çитетчĕ. «Çавал-2014» экспедици пирĕн туслăха тата çÿллĕ шая хăпартрĕ. Анастасия Вениаминовнăпа Оксана Владимировна психолог-педагогсен тÿпи те пур пирĕн чун-кăмăл тарăнланнинче. Тавтапуç вĕсене!

Экспедицире чи манăçми вара маншăн – Ворни киремет тăвĕн чăнкă çыранĕ хĕрринче çиле хирĕç тăни: Çавал юхан шывĕн тÿремĕнчен халь-халь пĕлĕт тăрне вĕçсе хăпарассăнах туйăнать. Тепĕр çул та экспедиципе çула тухасса, хамăра тата тавралăха тĕпчессине малалла тăсасса шанатпăр.

Дарья КОЗЛОВА.

Çĕнĕ Шупашкар,

Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрти «Манăн хула» пĕрлешÿ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.