Хыпар

13 Çурла, 2014

Тирпейсĕрлĕх чун-чĕрене ыраттарать

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç те çĕр ĕçĕ хисепсĕре тухрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче, сарай, ферма, общество çурчĕ таврашĕнче, урамсемпе çырмасенче, хуçасăр пахчасенче те пиçен, хупах, вĕлтĕрен, хыт хура, вĕтлĕх ашкăрма тытăнчĕ.

12 Çурла, 2014

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ»

Çакăн пек ятпа Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери V форум иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ. Унта «2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортăн техника базине аталантарасси.

12 Çурла, 2014

Йăлтах пуçарулăхран килет

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Правительствин АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче лару-тăру улшăннине хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комисси тата ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем РФ Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулхи çурлан 6-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен» Указне, РФ Правительствин 2014 çулхи çурлан 7-мĕшĕнчи йышăнăвне пурнăçлама ЧР территорийĕнче палăртакан мерăсем çинчен калаçрĕç.

12 Çурла, 2014

Ĕмĕр иртет - манăçмасть

Чăваш наци музейĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă мероприятисен ярăмне малалла тăсать. Шел те, асăннă вăрçăн историйĕ пĕтĕмпех уçăмлă мар-ха. Çăл куçсем туллин упранса юлайман, мĕншĕн тесен тĕнче вăрçи хыççăнах революци пулнă, граждан вăрçи иртнĕ. Хальхи курав «Тĕнче вăрçи çулĕсенчи Чăваш Ен медикĕсем» ятлă.

Pages