Çĕрпÿре - Хула кунĕ

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕрпÿ хули 425 çул тултарнă. Ăна халалланă уяв тĕп стадионта иртнĕ. Çак кун Çĕрпÿ çыннисемпе хăнисем тĕрлĕ мероприятие тата илемлĕ шоусене хутшăннă.

Хулари алă ăстисен куравĕ нумай куракана пухнă. Ача-пăча валли ятарлă вăйă программи хатĕрленĕ. Пултаруллă амăшĕсем валли «Ача кÿмисен парачĕ» иртнĕ. Хула кунĕнче хĕрсем - шĕвĕр кĕлеллĕ туфлисемпе, каччăсем вара çăм атă тăхăнса чупса ăмăртнă. «Юратнă хула» фестивальте чăваш тата вырăс юрри-кĕвви янăранă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ халăх ташшисемпе паллашма май килнĕ. Пухăннисем чăваш наци çи-пуçĕпе те хаваспах паллашнă.

Çĕрпÿсене Хула кунĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-строительство министрĕ Олег Марков, Çĕрпÿ районĕн ентешлĕхĕн председателĕ Владимир Егоров, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев тата ыттисем саламланă. Çĕрпÿ район пуçлăхĕ Татьяна Кузьмина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов ?сăн ÿкерчĕкре% пурне те ăнăçусемпе çĕнĕ çитĕнÿсем суннă, чи пултаруллисене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. «Çĕрпÿ хулин Хисеплĕ гражданинĕ» ята кăçал Игорь Никифоровпа Владимир Филимонов тивĕçнĕ.

А.ВОЛЬНАЯ.

А.ВОЛЬНАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.