Ĕмĕр иртет - манăçмасть

12 Çурла, 2014

Чăваш наци музейĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă мероприятисен ярăмне малалла тăсать. Шел те, асăннă вăрçăн историйĕ пĕтĕмпех уçăмлă мар-ха. Çăл куçсем туллин упранса юлайман, мĕншĕн тесен тĕнче вăрçи хыççăнах революци пулнă, граждан вăрçи иртнĕ. Хальхи курав «Тĕнче вăрçи çулĕсенчи Чăваш Ен медикĕсем» ятлă. Вăл Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра уçăлчĕ.

Курав пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ медиксен çарти кун-çулĕ пирки. Документсене ЧР патшалăх истори архивĕнчен, Раççей патшалăх çар истори архивĕнчен, Чăваш наци музейĕнчен, ытти çĕртен илнĕ. Экспозицин пысăк пайĕпе Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтăн профессорĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, медицина историкĕ Григорий Алексеев тивĕçтернĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.