«Раççей - спорт çĕр-шывĕ»
12 Aug, 2014 | Хыпар | Спорт | Форум

Çакăн пек ятпа Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери V форум иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ. Унта «2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортăн техника базине аталантарасси. Раççей Федерацийĕнче официаллă физкультурăпа спорт мероприятисен тытăмне çĕнетсе улăштарасси» ыйтăва пăхса тухĕç. Çакнашкал хушăва алă пуснă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

Аса илтеретпĕр: «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума Раççей Президенчĕн 2009 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн физкультурăпа спорта, халăхсен хушшинче спорт çыхăнăвне йĕркелес, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Форум пуçласа 2009 çулта Хусанта пулнă. Ун хыççăн ăна Мускав, Саранск тата Якутск йышăннă. 2012 çултанпа форум икĕ çулта пĕрре иртет. «Асăннă форума Чăваш Республикинче ирттерме йышăнни регионта физкультурăпа спорт аталанăвĕ çÿллĕ шайра пулнине пĕлтерет», - тесе шухăшлать республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ахальтен-им 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики физкультурăпа спорт аталанăвĕн «Раççей регионĕ» номинацире наци премине пуçласа тивĕçнĕ. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вара Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Паян та Чăваш Енре спортăн çĕнĕ комплексĕсемпе Олимп центрĕсене хута ярас енĕпе хастар ĕçлеççĕ. 2013 çулта республикăра пурăнакансен 46 проценчĕ спорт сооруженийĕсене çÿренĕ, кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа тата спортпа туслă. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви Чăваш Ене спорт хатĕрленĕвĕн федераци стандарчĕсене пурнăçа кĕртмелли эксперимент вырăнĕ тесе палăртнă.

 

А.ВАСИЛЬЕВА

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.