Хыпар

14 Çурла, 2014

"Каганлăх тĕпренчĕкĕ"

Чăваш кĕнеке издательствинче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕн Евгений Турхан журналистăн, писателĕн "Каганлăх тĕпренчĕкĕ" истори-приключени романĕ пичетленсе тухрĕ.

13 Çурла, 2014

«Чăвашсен тараватлăхĕпе Атăлăн хăватне чунпа туйса илтĕмĕр»

Украинăри çапăçăва пула çĕр-шывăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакан пин-пин çыннăн Раççее куçса килсе хÿтлĕх ыйтма тивнĕ. Çав шутра пирĕн республика вĕсенчен çиччĕрĕшне ытла йышăннă, вăхăтлăх пунктсене вырнаçтарнă, япала тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

13 Çурла, 2014

Виталий Мутко: Республика çыннисен 36 проценчĕ спортпа туслă

2014 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 35,9 проценчĕ / Раççейре вăтамран 27,5 процент/ спортпа туслă пулнă. Халăхăн 45,9 проценчĕ / Раççейре 39,7 процент/ спорт керменĕсемпе сооруженийĕсене çÿренĕ.

13 Çурла, 2014

Мускав çыравçисем Чăваш Енре пулчĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ЧР культура министрĕ В.Ефимов, А.Гриценко тата Н.Митрохин «Пултарулăх çыннисем» фестиваль ирттересси пирки калаçса татăлаççĕ.

Pages