Мускав çыравçисем Чăваш Енре пулчĕç
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ЧР культура министрĕ В.Ефимов, А.Гриценко тата Н.Митрохин «Пултарулăх çыннисем» фестиваль ирттересси пирки калаçса татăлаççĕ. |
Кăçал тĕп хулари писательсен пĕрлешĕвĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе тата вулакансемпе тĕл пулма кăмăл турĕ.
Ку проекта Мускаври Никама пăхăнман авторсемпе кĕнеке кăларакансен пĕрлĕхĕ тата Интернационал писательсен союзĕ пурнăçларĕç. Чăваш Ене ăнсăртран суйламан. Тĕрлĕ жанрпа ĕçлекен çыравçăсем республикăна тахçантанпах килмен. 2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе палăртни те çакна пурнăçлама витĕм кÿчĕ.
Чăвашсен историйĕ чăннипех те питĕ анлă, ун çинчен сахал мар çырнă. Чăвашсемпе ту çи марисем - вырăс патшалăхĕн тытăмне хăйсен ирĕкĕпе кĕнĕ пĕрремĕш халăхсем. Раççейĕн паллă çыннисен хушшинче чăвашсем тата Чăвашран тухнисем йышлă. Тĕслĕхрен, Геннадий Айхи поэт-авангардист, тĕнче уçлăхне вĕçнĕ Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Николаев, пурте пĕлекен Надежда Павлова балерина, легендăна кĕнĕ Василий Чапаев. Чăваш çĕр-шывĕ истори, чĕлхе, культура, туризм тĕлĕшĕнчен те интереслĕ тесе шухăшларăмăр.
Мускавран тата Мускав облаçĕнчен А.Лучина прозаик тата блогер, И.Беров фантаст, М.Дымщиц литератор, К.Калашниковпа Е.Поляков прозаиксем тата ыттисем пулчĕç. Литература делегацине çак йĕркесен авторĕ, Никама пăхăнман авторсемпе кĕнеке кăларакансен пĕрлĕхĕн правленийĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Митрохин тата Интернационал çыравçăсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Александр Гриценко драматург ертсе пычĕç. Тĕп хулари авторсемсĕр пуçне Иркутскран Иван Рассказов, Лондонран Жанн Джармин çыравçăсем пирĕнпе пĕрле килчĕç.
Шупашкара çитсенех хамăра хапăл пулнине ăнлантăмăр. Делегацие ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, пирĕн Чăваш Енри ĕçтеш Валерий Петровский тата вырăнти телекуравăн ÿкерÿ ушкăнĕ кĕтсе илчĕç.
Пĕрремĕш кун
Эпир микроавтобуса ларатпăр та хăна çуртне çул тытатпăр. Пирĕн 4 кун тăршшĕнче Етĕрнере, Шупашкарта, Шуршăлта, Кÿкеçре пулмалла.
Чи малтанах пире Етĕрне районĕнчи паллă вырăнсене кăтартрĕç. СССР халăх артисчĕн, çак вырăнта çуралнă Николай Мордвиновăн музей-çуртĕнче курса çÿрерĕмĕр. Етĕрнере пурăнакан Семяхинсен çурт-усадьбинче пултăмăр. Мăшăр хăйĕн çуртĕнчен ахаль кăна япаласенчен чăн-чăн музей йĕркеленĕ. Районти вулавăшра вырăнти поэтсемпе, çыравçăсемпе, вулакансемпе тĕл пултăмăр. Вулакансене хамăр илсе килнĕ кĕнекесене парнелерĕмĕр.
Иккĕмĕш кун
Тепĕр кунхине Шупашкарта ирттертĕмĕр. Кун Введени чиркĕвĕнчи экскурсирен пуçланчĕ. Шупашкарăн авалхи центрĕнче нумай хутлă çуртсем çук, кивĕ çуртсене тивĕçлĕ шайра тытса тăраççĕ. Нелли Викторова композитор тата поэт Шупашкарта юлма хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕ.
Чăваш наци музейĕпе, Наци библиотекипе паллашрăмăр. Вулавăшăн хăш-пĕр идейипе Мускаври кĕнеке управĕсем те усă курсан тем пекехчĕ. Акă чи пĕчĕккисем валли ача-пăча пÿлĕмĕ йĕркеленĕ. Чăваш Енри çамрăк художниксем библиотекăн пысăк залĕнче хăйсен картинисене тăратма пултараççĕ. Тÿлевсĕрех. Условийĕ ансат - пĕр картинине каярах вулавăша парнелемелле.
Кунта та вулакансемпе тĕл пулма май тупрăмăр. Чăвашри литература анинче тăрăшакансене Мускавра хамăрăн çыравçăсен проекчĕсене хутшăнма чĕнтĕмĕр, «Российский колокол» тата «Атланты» альманахсене хăйсен ĕçĕсене ярса пама сĕнтĕмĕр.
Виççĕмĕш кун
Чăваш Ене килнĕ май кунти литература проекчĕсем çинчен калаçма палăртнăччĕ. Пире Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçма май килчĕ.
- Эпир çакнашкал культура пуçарăвĕсене ырласа йышăнатпăр, - терĕ М.Игнатьев.
Вăл пире Шупашкарти паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ.
Эпир 17-мĕш хутри балкон çинче тăтăмăр, унтан хула ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать.
- Ав çавăнта пирĕн нумай функцие пурнăçлакан центр. Юнашарах шкул - чи лайăххисенчен пĕри. Çынсем ку чухнехи хваттерсене куçчăр тесе эпир пурăнмалли çĕнĕ çуртсем тăватпăр, - хавхаланса калаçрĕ республика Пуçлăхĕ.
Шупашкар хăйĕн илемĕпе Сочипе те тупăшма пултарĕ. Хĕвеллĕ, симĕс курăк ешерет, юнашарах - юхан шыв, машинăсем «пăкăсенче» ларнине те асăрхамарăмăр. Пĕр сăмахпа: туризмпа пултарулăх ĕçĕ валли Атăл тăрăхĕн ахах-мерченĕ - Чăваш Республики - питĕ лайăх вырăн. Чăваш Енре пĕртен пĕр япала çеç çитмерĕ мана - кĕнеке лавкки сахал пулни.
Чăваш кĕнеке издательствин сотрудникĕсене пĕрле ĕçлеме сĕнтĕмĕр. Экспертсен хаклавĕсем тăрăх - вăл çĕр-шыври чи лайăх издательствăсен хушшинче. Вырăнти кĕнекесем Пĕтĕм Раççейри конкурссенче тĕп призсене пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ.
Журналистсемпе хутшăнтăмăр. Эпĕ Чăваш халăх писателĕпе Юхма Мишшипе паллашрăм. Малашне те пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăну тытасса шанатăп.
Тăваттăмĕш кун
Юлашки кунхи тĕп мероприяти Андриян Николаев космонавтăн тăван ялне Шуршăла çитсе килни пулчĕ.
Çитес çул Мускавпа Чăваш Енри писательсен пысăк фестивальне ирттерме палăртнă.
Н.МИТРОХИН.
/«Московская правда»/
Комментари хушас