Комментари хушас

14 Çурла, 2014

Вăрăм ĕмĕрлĕ пĕлÿ çурчĕ

Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнчи шкула уçнăранпа кăçал 175 çул çитет

Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх - 1839 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Шурут шкулне 50 арçын ачана вĕренме илнĕ. 1867 çулта пĕлÿ çурчĕн ĕç-хĕлне Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Н.И.Золотницкий тĕресленĕ. 1874 çулта кунта чăваш, вырăс тата ирçе хресченĕсен 42 арçын тата 20 хĕр ачи вĕреннĕ. Тепĕр икĕ çултан вĕренекенсен шучĕ 67-е çитнĕ. Ку Шурут чиркÿ прихутне кĕнĕ 18 ялти ачасен вунă проценчĕ анчах. Урăхла каласан, пĕр ялтан 2-3 ача шкула çÿренĕ. Çакнашкал лару-тăру XIX ĕмĕр вĕçне çитичченех тытăнса тăнă. Çав вăхăтра хресченсем ачисене шкулта вĕрентессишĕн питех тăрăшман. Вĕренни кирлĕ мар тесе шухăшланă. Влаçра ларакансем хистенипе анчах ачисене шкула янă.

1875 çулта ялта хĕр ачасем валли те шкул уçнă. Анчах ăна тытса тăма укçа-тенкĕ çитменрен икĕ çултан вăл хупăннă. Хĕр ачасен шкулне уçма Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх шкулĕсен директорĕнче ĕçленĕ И.Н.Ульянов нумай тăрăшнă. Вăл кайран та Шурут шкулĕн пурнăçĕпе кăсăклансах тăнă.

1884 çулта шкула Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх шкулĕсен инспекторĕ И.В.Ишерский тĕрĕсленĕ. Кашни тĕрĕслевçĕ вĕрентекенсен ĕçне вăтам хак панă. Вĕрентÿри çитменлĕхсене, шкул хуралтисем юхăннине палăртнă.

Чăвашпа ирçе ачисем йывăррăн вĕренсе пынă, мĕншĕн тесен малтанхи çулсенче вырăсла кăна пĕлÿ панă. Çав вăхăтра сахал йышлă халăхсен букварь те пулман. Вĕрентекенĕсем те вырăссем, вĕсене те йывăр килнĕ. Малтанхи вăхăтра ачасене Шурут чиркĕвĕн пупĕсем вĕрентнĕ.

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче шкула Хусанта тата Чĕмпĕрте ятарласа пĕлÿ илнĕ чăваш тата чăвашла пĕлекен вырăс вĕрентекенĕсем ĕçлеме пуçланă. Василий Кашкаровпа Федор Благовидов, А.Михайловпа Емельян Павлов çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă.

Çулсем иртнĕ май вĕрентÿ пахалăхĕ ÿснĕ. 1876 çулта вĕренсе тухнă Ирçе-Çармăс ял ачи Макар Евсевьев Хусанти семинарие вĕренме кĕнĕ. Каярахпа вăл Хусанти Хĕвел тухăç академин профессорĕ пулса тăнă, ирçепе мăкшă халăхне çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă. Пÿртлĕ ялĕнчи чăваш ачи Александр Полетаев 1883 çулта Чĕмпĕрти гимназие вĕренме кĕнĕ. Вăл унта Ленинпа пĕр класра вĕреннĕ. Шурут ачи Александр Матвеев 1886 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Шурут Нурăс хĕрĕ Варвара Алексеева Хусанти учительсен семинарийĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕсем пурте Атăл тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсене çутта кăларас ĕçре тăрăшнă.

Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче шкулта Михаил Степанов вĕрентнĕ. 1924-1935 çулсенче ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Ленин, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Раиса Раськина ĕçленĕ. Çав çулсенче шкулта унăн мăшăрĕ Николай Степанович та ĕçленĕ. 1918 çул хыççăн пĕлÿ çуртне "хресчен çамрăкĕсен шкулĕ", каярах "колхоз çамрăкĕсен шкулĕ" теме пуçланă. Çав çулсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçре шкулăн тÿпи питĕ пысăк пулнă. 1933 çулта - "тулли мар вăтам шкул" /7 çул вĕренмелли/, 1960 çулта 8 çул вĕренмелли шкул туса хунă. 1962 çултанпа - вăтам шкул.

XIX ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчен пуçласа шкула В.Н.Максимов, А.Г.Ефимов, А.А.Ильин, Н.Л.Петров, Ю.Е.Ложкова, Н.А. Кутузов, Г.Е.Длинов, А.Н.Ершов, В.В.Скворцов, Т.И.Колпакова ертсе пынă. Хальхи вăхăтра пĕлÿ çурчĕн директорĕ - Н.И.Андреев.

175 çул хушшинче шкул пин-пин ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кунта пĕлÿ илнисен йышĕнче экономикăн тĕрлĕ отраслĕн специалисчĕсем, социаллă тытăм ĕçченĕ, çар çыннисемпе патшалăх деятелĕсем. Нумайăшĕ промышленноçăн, ял хуçалăхĕн, культурăн, вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене, патшалăх наградисене тивĕçнĕ.

Шурут шкулĕнчен вĕренсе тухнă çĕр-çĕр салтак Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăван тăрăха орден- медальпе таврăннă. Шел, вăрçă хирĕнче выртса юлнисем те чылайăн. Акă Шурут ялĕнчи Максимовсен килĕнчен вăрçа сакăр ывăл тухса кайнă. Пиллĕкĕшĕ яла таврăнайман.

Ял шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçра пысăк ÿсĕм тунă çын нумай. Вĕсем хамăр çĕр-шывра кăна мар, чикĕ леш енче те пурăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра шкулта пилĕк ялтан çÿрекен 130 ача вĕренет. 1987 çулта кунта 500 вырăнлă çĕнĕ шкул çуртне хута янă. Вĕрентекенсем тарăн пĕлу, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе такăнмасăр утма хăнăхтараççĕ.

Николай АЮКОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.