Виталий Мутко: Республика çыннисен 36 проценчĕ спортпа туслă
13 Aug, 2014 | Хыпар | Спорт | Спорт

2014 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 35,9 проценчĕ / Раççейре вăтамран 27,5 процент/ спортпа туслă пулнă. Халăхăн 45,9 проценчĕ / Раççейре 39,7 процент/ спорт керменĕсемпе сооруженийĕсене çÿренĕ.

Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхне Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республики физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркелес енĕпе Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра 2 миллиона яхăн халăх пурăнакан регионсен йышĕнче - 2-мĕш, Раççейре пĕтĕмĕшле 4-мĕш вырăн йышăннине каланă.

«Асăннă çитĕнÿ Чăваш Енре çĕнĕ спорт комплексĕсене хута янипе тата сывă пурнăç йĕркине сарас тесе нумай вăй хунипе çыхăннă»,- палăртнă Виталий Мутко. РФ спорт министрĕ Михаил Игнатьева физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе нумай ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те пĕрле, ăнăçлă ĕçлеме шантарнă.

Н.ПЕТРОВ.

Н.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.