Комментари хушас

14 Çурла, 2014

"Каганлăх тĕпренчĕкĕ"

Чăваш кĕнеке издательствинче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕн Евгений Турхан журналистăн, писателĕн "Каганлăх тĕпренчĕкĕ" истори-приключени романĕ пичетленсе тухрĕ.

Хайлав никĕсĕнче - автор Атăлçи Пăлхар, Турхан йăхĕ пирки ача чухне илтнĕ юмах-халап. "Асаттепе атте питĕ ăста халапçăсем пулнă. Вĕсене çынсем хăлха тăратсах итлетчĕç. Иккĕшĕ те тăван халăх историйĕпе питĕ интресленетчĕç. Мана та кăсăклантарма пултарчĕç", - тет Евгений Андреевич. Е.Турхан шкулта вĕреннĕ чухнех çак хайлава çырма палăртса хунă. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ: роман калăпăшĕпе пĕчĕк мар, питĕ кăсăк пулса тухнă. "Кунпа кăна вĕçленмест-ха! Иккĕмĕш пай хатĕрпе пĕрех", - çирĕплетет çыравçă.

Автор вулакана мĕн каласшăн пулнă-ха? Романри ĕç-хĕл пулса иртекен самана сывлăшĕ, таппи тĕп сăнарсенче аван палăрать. XIX ĕмĕр пуçламăшĕ. Хусан кĕпĕрнинчи хресченсен пăлхавĕ, социаллă тĕрлĕ шухăшлăх - тавлашу çуратакан тĕп паллăсем. Авторăн хăйне евĕр шухăшлавĕ, истори пулăмĕсене тивĕçлĕ хаклама пĕлни вулакан кăмăлне каятех.

Кĕнеке чăвашла пин экземплярпа тухрĕ. Романăн вырăсла варианчĕ "Поволжье" журнал-хаçатра /Хусан/ 2001 çулта пичетленнĕччĕ. Евгений Турхан - темиçе кĕнеке авторĕ. Унăн маларахри çулсенче кун çути курнă "В окрестностях Булы", "Тайны обелиска", "Ăçта-ши эсĕ, юратăвăм?", "Последний Эльтебер" кĕнекисене вулакансем ырласа йышăннăччĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.