Хыпар

18 Юпа, 2014

Пур тĕлте те сухаланман çав...

«Кÿршĕпе хутшăн та, чукмарĕ те ал айĕнчех пултăр», – тесе епле тĕрĕс каланă! Кÿршĕсемпе тăвансем пек пурăнни ытларах тĕл пулать-тĕр. Анчах пĕр-пĕр ыйтăва татса памашкăн суда çитнĕ тĕслĕх те сахал мар.

Мĕн унта, кÿршĕре?

Россельхознадзорăн республикăри управленине те кÿршисемпе кăмăлсăрланнă çырусем килсех тăраççĕ. «Чÿрече уçма май çук, тислĕк шăрши сăмсана çурать, тĕрлĕ шăна-пăван явăнать кăна», – тесе пĕлтернĕ пĕр çырура. Юнашар пахчари тислĕк купи канăç памасть иккен.

18 Юпа, 2014

Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем варалаççĕ

Ачалăхăм экологи тĕлĕшĕнчен таса та тирпейлĕ тапхăрта иртнишĕн çав тери савăнатăп. Çуллахи ăшă çумăра куç пек кĕтни паян та асрах. Вăл шăпăртатма чарăнсанах çерем çинче çара уран чупаттăмăр, кÿленчĕксенче пăркаланса выртакан мăнтăр ăмансене пуçтараттăмăр. Урана мĕнпе те пулин тăрăнтарасран е касса ярасран та хăраман... Ун пирки шухăшламан та! Чупнă та чупнă. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма ĕмĕтленнĕ.

18 Юпа, 2014

Уншăн канăç çук

Çăлпуç ялĕн старости Анатолий Иванов авăн уйăхĕнче сакăр вуннă тултарчĕ. Анчах ăна никам та çак çулсене памĕ: тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш. Пăхсах паллă - кăмăллă çын. Ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Уçăмлă калаçать. Вăл хисеплĕ те ĕçлĕ çын пулни тÿрех курăнать.

18 Юпа, 2014

Çурт-йĕр çĕклентĕр, хушма хуçалăх аталантăр

Тăван хуламăрта иртнĕ «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче Владимир Путин Президент Чăваш Енри чылай ырă пулăмпа пĕрлех демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине те кăмăлпа палăртрĕ. Ахальтен мар çакăн пек хаклав: республика ертÿлĕхĕ ку енĕпе палăрăмлă ĕçлет.

18 Юпа, 2014

Çăлтăр çути ан тĕксĕмлентĕр

«Кушлавăш текен вун икĕ ял уйне» кĕрекен Кульцав ялĕнчен кăна хăй вăхăтĕнче вăйлă тыр-пул ÿстерсе «Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ» ята тивĕçнĕ 13 çын тухнă. Вĕсем пурте иртнĕ ĕмĕрĕн 40-80-мĕш çулĕсенче пĕтĕм çĕр-шывĕпех чыс-сум çĕнсе илнĕ Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе пурăннă.

Pages