Хыпар

18 Юпа, 2014

Хăйсен ыйтăвĕсемпе - депутат патне

Тĕнчере çĕр кĕнчеле кăна мар, пурнăçра - вун-вун тĕрлĕ ыйту. Хăшне-пĕрне вăраха ямасăр татса пама тивет. Ун пек чух çын та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те влаçăн çÿллерех тытăмĕнчи ертÿçĕрен е «халăх тарçинчен» пулăшу кĕтет.

18 Юпа, 2014

Халăх ял уявĕнче савăнчĕ

Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхне кĕрекен Сархурăн ялĕнче пурăнакансем çак уява чылай вăхăт чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тата - тĕплĕн хатĕрленчĕç. Кунта субботник, тасалăх кунĕ тăтăш ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.

18 Юпа, 2014

Пĕччен хулă хуçăлать

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Йĕпреç район администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче вырма пĕтĕмлетĕвĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Тыр-пул ăстисем хăйсен черетлĕ тĕрĕслевне ăнăçлă тытни куç кĕретех: уй-хирте мĕн çитĕнтернине пĕтĕмпех ампар-кĕлете хывнă, кунпа пĕрлех çитес çулхи тухăç никĕсне хывассипе те начар мар ĕçленĕ. Çакă, паллах, савăнтарать, анчах мана мĕн пăшăрхантарчĕ-ха канашлура тухса калаçнă çынсен сăмахĕсене итленĕ май?

18 Юпа, 2014

Пур тĕлте те сухаланман çав...

«Кÿршĕпе хутшăн та, чукмарĕ те ал айĕнчех пултăр», – тесе епле тĕрĕс каланă! Кÿршĕсемпе тăвансем пек пурăнни ытларах тĕл пулать-тĕр. Анчах пĕр-пĕр ыйтăва татса памашкăн суда çитнĕ тĕслĕх те сахал мар.

Мĕн унта, кÿршĕре?

Россельхознадзорăн республикăри управленине те кÿршисемпе кăмăлсăрланнă çырусем килсех тăраççĕ. «Чÿрече уçма май çук, тислĕк шăрши сăмсана çурать, тĕрлĕ шăна-пăван явăнать кăна», – тесе пĕлтернĕ пĕр çырура. Юнашар пахчари тислĕк купи канăç памасть иккен.

18 Юпа, 2014

Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем варалаççĕ

Ачалăхăм экологи тĕлĕшĕнчен таса та тирпейлĕ тапхăрта иртнишĕн çав тери савăнатăп. Çуллахи ăшă çумăра куç пек кĕтни паян та асрах. Вăл шăпăртатма чарăнсанах çерем çинче çара уран чупаттăмăр, кÿленчĕксенче пăркаланса выртакан мăнтăр ăмансене пуçтараттăмăр. Урана мĕнпе те пулин тăрăнтарасран е касса ярасран та хăраман... Ун пирки шухăшламан та! Чупнă та чупнă. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма ĕмĕтленнĕ.

Pages