Хыпар

15 Чÿк, 2014

Петр БЛИНОВ: «Хыпар» хаçат çырăнни - чăвашлăха упрани

Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ Петр БЛИНОВ - ăслă та анлă тавракурăмлă çын. Пурнăçĕ тăршшĕпех халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекенскер пĕтĕм йывăрлăха унпа пĕрле чăтса ирттерет, савăнăçне те çынсемпех пайлать. Петр Александрович кашни çĕнĕ куна хаçат-журналпа паллашнинчен пуçлать.

15 Чÿк, 2014

Взяткăпа инçе каяймăн

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра коррупципе çыхăннă 377 преступление регистрациленĕ. Следстви ирттернĕ май çав ретри преступленисене тунă 125 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 14-шĕ саккуна ушкăнпа каварлашса пăснă.

Взяткăпа çыхăннă преступленисем - 134: 105 тĕслĕх - взятка илни, 29 - взятка пани. Уголовлă кодексăн 290 статйипе пăхнă преступленисенчен ытларахăшне вĕрентÿ сферинче тăрă шыв çине кăларнă - 66 çын явап тытать. Право хуралĕпе çыхăннă ĕç-хĕлре - 23, медицина сферинче - 5 çын.

15 Чÿк, 2014

Çитмĕл пиллĕкмĕш кĕр

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ çак кунсенче хăйĕн çитмĕл пиллĕкмĕш кĕрне кĕтсе илчĕ. Шăпах çавăн чухлĕ çул каялла йĕркеленĕ ăна. 1939 çулта Республика тавра пĕлÿ музейĕн ÿнер пайĕнчен Чăваш патшалăх ÿнер галерейи туса хунă.

15 Чÿк, 2014

Страховани стажне кĕрет

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнă тапхăр страховани стажне кĕрет-и?

О.КРЫЛОВА Канаш хули.

Ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăнă, общество ĕçĕсе­не хутшăннă, ĕçлев службин органĕ янипе ĕçе вырнаçмашкăн ытти вырăна куçса каяссипе çыхăннă тапхăр страховани стажне кĕрет.

Pages