Хыпар

29 Юпа, 2014

Александр ЯКОВЛЕВ: «Халĕччен курман кайăксене ÿкерсе илтĕм»

Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Александр Яковлев орнитолог иртнĕ çулла федерацин Зея патшалăх заповедникĕнче /Амур облаçĕнчи Зея хулинчен инçе мар/ пулнă, халĕччен курманнине нумай пĕлнĕ.

29 Юпа, 2014

Пĕве урамне çаврăннă Уреткекасси

Пулăçăшăн, сунарçăшăн, хурт-хăмăрçăшăн кунта - чăн-чăн çăтмах.  Камшăн мĕнле те - эпĕ пĕчĕк ялсене кайсан чунпа канатăп. Унта хуçаланакан лăпкăлăхпа шăплăх тыткăнлать мана. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакан çынсен хăйне евĕрлĕхĕ хĕпĕртев кÿрет. Кăмăлĕпе те хитре вĕсем.

29 Юпа, 2014

Историне юратасси «иккĕрен» пуçланнă

Кÿренмен. Лайăх вĕреннĕ те учитель пулса тăнă. Ун чухне Александр Тимофеев Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕреннĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче çĕнĕ темиçе предмет хушăннă. Вĕсенчен пĕри – истори. Ăна З.Кочеткова вĕрентнĕ.

29 Юпа, 2014

Чăваш тĕрри пур чухне...

Иртнĕ эрнере Шупашкарта «Халăх искусстви: актуаллăх. Этнокультура хутшăнăвĕсем. Аталанăвăн çивĕч ыйтăвĕсем» ыйтупа ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен министерстви вăйĕпе йĕркеленĕ.

29 Юпа, 2014

Чăн-чăн участковăйччĕ

Ăна Михаил Киселев генерал та ырланă

1990-1994 çулсенче пирĕн Чăнкасси тăрăхне милици капитанне А.Максимова участокри инспектор пулма çирĕплетнĕччĕ. Ун йышши йĕрке хуралçисене эпир унччен те, паян та урăх никама та тĕл пулман. Çавăнпах-ши - служба енĕпе вăл тунă ĕçсем паянчченех ял çыннисен асĕнче. Пурте ăна ăшшăн аса илеççĕ. Тĕрмере пулса курнисем те ăна чупса пырсах алă пама паян та хатĕрри курăнать.

Pages