Комментари хушас

15 Чÿк, 2014

Çитмĕл пиллĕкмĕш кĕр

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ çак кунсенче хăйĕн çитмĕл пиллĕкмĕш кĕрне кĕтсе илчĕ. Шăпах çавăн чухлĕ çул каялла йĕркеленĕ ăна. 1939 çулта Республика тавра пĕлÿ музейĕн ÿнер пайĕнчен Чăваш патшалăх ÿнер галерейи туса хунă. Унăн фондĕнче пурĕ те 293 произведени çеç пулнă /халĕ - 20 пине яхăн ĕç/. Çак ятпа Введени чиркĕвĕнче /вăл вăхăтра ĕçлемен/ пысăк курав уçнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле галерейăра 1036 управ еденици шутланнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фонд виçĕ çула яхăн Успени чиркĕвĕнче упраннă, галерея çав-çавах малалла ĕçленĕ, вырăнти тата эвакуацие килнĕ художниксен куравĕсем парксенче, "Родина" кинотеатрта, Хĕрлĕ Çар çуртĕнче, театрта иртнĕ. Галерея çĕнĕрен 1944 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Таланцевсен çуртĕнче уçăлнă, 1972 çулта Ф.П.Ефремовăн керменĕнче çĕнĕ вăйпа ĕçлеме пуçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Чăваш Ен, йăхташсем йышлă пурăнакан регионсенче экспедицисем ирттерни чăваш халăх искусствин коллекцине пуянлатма питĕ пулăшнă. Çак тапхăрта чăваш тĕррине, тумне, пултарулăхне чылай тĕпченĕ.

1985 çулта Шупашкар "Пысăк Атăл" куравăн зонăри улттăмĕш выставкине йышăннă. В.Д.Шатилов проекчĕпе виçĕ хутлă çĕнĕ çурт туса лартнă. Çавăнтанпа вăл - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ. Çĕнĕ çуртра чăваш ÿнер искусствин ялан ĕçлекен экспозицийĕ вырнаçнă, Ефремов керменĕнче - вырăс, Анăç Европа искусствин произведенийĕсем. 1990 çулта Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн филиалĕ - М.С.Спиридоновăн Асăну музей-хваттерĕ - уçăлнă, 1996 çулта - курав залĕ /Хальхи вăхăтри искусство центрĕ/.

Музей хăйĕн çуралнă кунне ятарлă программăпа кĕтсе илчĕ. Хăнасем те йышлăн пулчĕç, Мускавран, Хусантан, Чĕмпĕртен, Зеленодольскран, Козьмодемьянскран, ытти хутлăхран килсе çитрĕç.

Юбилей тĕлне "Чувашский государственный художественный музей. История коллекции. Лучшие произведения" альбом-каталог кăларнă. Шăпах унăн презентацийĕпе уçăлчĕ те уяв. Ун хыççăн музейре пысăк курав йĕркелерĕç.

ЧР культура министрĕн Вадим Ефимовăн шухăшĕпе - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн юбилейĕпе çыхăннă самант - республикăн культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм. "Ÿнер музейĕ галерея çеç мар - ăслăлăх, вĕрентÿ центрĕ те. Вăл хула, республика çыннисене ÿнерçĕсем, музей пуххинчи произведенисем пирки хатĕрленĕ кĕнекесемпе, альбомсемпе паллаштарать. Мĕн тери пуян пирĕн музей!" - терĕ Вадим Петрович. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕпе музей директорне Геннадий Козлова, фонд управçисене тата музей ĕçченĕсене хавхалантарчĕ.

Шупашкарти ĕçтешĕсене паллă пулăмпа Хĕвелтухăç халăхĕсен искусствин патшалăх музейĕн генеральнăй директорĕ Тигран Мкртычев саламларĕ. Çавăн пекех ЧР Художниксен союзĕн председателĕ, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов, Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, ыттисем сăмах илчĕç.

Мероприятие "Классика" капелла хăйĕн илемлĕ юррисемпе пуянлатрĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.