Хресчен сасси

23 Ака, 2014

Касури вăтăр ĕне

"Касури çак вăтăр ĕне хамăн пулсан-и?.. Мĕн чухлĕ укçа тăвăттăм", - выльăх хыççăн пушшине çаптарса утнă май шухăшланă ялти шкулта вĕренекен арçын ача. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ, самани те улшăннă. Халĕ вăл хăй мăнуксемлĕ пулса аслашшĕ ята илтнĕ. Тинех хăйĕн ĕне кĕтĕвне йĕркелесе янă. Пĕчĕк чухне ăна ялта Çеркей тенĕ пулсан, паян - Сергей Викторович Рожков. 1992 çултанпа - фермер.

18 Ака, 2014

Карта выльăх карта сыхлать

Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла.

18 Ака, 2014

Мĕншĕн укçалла?

Чиркÿ çынсене паракан пулăшу мĕншĕн пĕтĕмпех укçалла? Çурта е тĕн кĕнекине сутнине ăнланатăп-ха, анчах венчет тăвассипе тĕне кĕртесси, вилнĕ çынна кĕлĕ туса юлашки çула ăсатасси укçалла пулмалла мар пек туйăнать.

Мария Ивановна. Шупашкар районĕ.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте (Суранов) хуравлать:

Pages