Карта выльăх карта сыхлать
Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла. Кил хуçисем мĕнлерех вĕтĕленнине курсан вĕсем выльăхсемшĕн кăна пурăннă пек те туйăнса каять. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Константин Филиппов фермер хуçалăхĕ пирки.
Ялти автансенчен те маларах вăранса ĕçе кÿлĕнеççĕ вĕсем. Ĕнисем макăрма, сыснисем нăриклетсе çухăрма пуçличчен апат пĕçерсе ĕлкĕрмелле-çке. Ирхине пиллĕкрех картишĕнчи тимĕр кăмака мăрйинчен тĕтĕм мăкăрланма пуçлать.
Ĕçленипе çын вилмест
– Мĕнле ĕçлесе ĕлкĕретĕр? – ыйтмасăр чăтаймастăп эпĕ.
– Сахалтарах çывăрмалла, васкаварлăрах ĕçлемелле. Виççĕн вĕт эпир, мĕн ĕлкĕрмелле марри пултăр, – хуравлать кил хуçи арăмĕ Валентина Николаевна.
Кунсерен тенĕ пек чун хушăнать фермерсен. Нумаях пулмасть çеç Зорька Чернушка вăкăра пăруланă. Волга вара Вика тына парнеленĕ. Ĕнер ав тĕнчене Ракета килнĕ. Ячĕсене параканни тата çырса пыраканни фермерсен пиллĕкмĕш класра вĕренекен хĕрĕ Ирина. Виççĕн тесе каланă чухне шăпах ăна шута илеççĕ те. Хĕр ача темелле те, анчах чĕлхем çаврăнмасть. Ара, хальхи вăхăтра шкул ачисен хушшинче ир-ирех тăрса ĕне сăвакан пур-ши? Ирина вара, Етĕрнери 1-мĕш гимназире вĕренекенскер, ирсерен ашшĕ-амăшне пулăшса хăварма ĕлкĕрет. «Пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренекенскер пур çĕрте те хастар. Апат пĕçерет, тислĕк хырать, ĕне сăвать, пыл хурчĕсене пăхать, шкулта ирттерекен конкурссене хутшăнать... Сă-вăсем те шăрçалать. Çак кунсенче ав сăвă вулассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чи юратнă каларăшĕ те унăн – «Ĕçленипе çын вилмест».
Кил хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ виçĕ теçеткене яхăн. Сурăх та чылай. «Шутламан, пăранласах тăраççĕ те, – миçе чунне аса илеймесĕр хуравлать ĕçчен хĕрарăм. – Çынсем хальхи вăхăтра какай питех çиесшĕнех мар. Эпир шашлăк тăвакансем валли ÿстеретпĕр. Унсăр пуçне пирĕнне тухтăрсем туянаççĕ. Сурăх ашĕнче холестерин сахалтарах тет-и?»
– Шÿрпи те тутлă-çке, – сăмах хушать Константин Николаевич. – Çимеççĕ тени тĕрĕсех мар-ха, сысна ашне ав, инçетрен сутма килнине, туянаççĕ. Ашĕ тутлă мар пулсан та йÿнĕрех тесе илеççĕ.
Сысна çăвăрлаттарса сутассипе пĕр çул кăна ĕçлемеççĕ фермерсем. Амаран 20-22-шер пуç таран илни те пулнă. Малтанхи çулсенче çурасене выр-наçтарма кивĕ «Запорожецпа» Чул хула таранах çитнĕ. Пасар çулне хăйсенчен маларах такăрлатнисемпе танлашма пирвай çăмăл пулман. Çурисем ыттисенчен шултрарах та шурăрах пулнине кура урăх çĕртен туянса тепĕр хут сутаççĕ тесе элекленине те тÿсмен мар. Хăйсенчен туяннă çурасем чирлемесĕр правур ÿснипе çеç ырă ят çĕнсе илнĕ. Халĕ «клиенчĕсем» хăйсем шăнкăравлаççĕ, пасара пырасса та кĕтмеççĕ, хăçан илме килмеллипе кăсăкланаççĕ.
Пĕр пус та ахаль кĕмест
– Фермера мĕнле выльăх тытни тупăшлăрах?
– Сысна нумай çиет. Çура сутса çеç тупăш курма пулать. Вăкăра самăртса сутмалла. Утă хатĕрлеме халĕ йывăрах мар. Хăвăн техника пулсан кирек ăçта кайса çулма, турттарма пулать. Етĕрнери аш-какай комбинатне çулталăкра чĕрĕ виçепе 3 тонна ытла ĕне выльăх паратпăр. Чи пысăк пахалăхпа, 450 килоран ирттерсе ямасăр. Сĕтрен те тупăш пулать тетĕр-и? Сахалтарах çав. Паян сĕте 17 тенкĕпе тухса патăм. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пайтаçăсем килеççĕ. Хĕлле пĕр вăхăт çирĕм тенкĕпе пуçтарчĕç, анчах нумая пымарĕ ку.
Ялта ĕне тытакансем çу, тăпăрчă туса суткалаççĕ. Сутма каллех Етĕрнене каймалла. Лайăх пурăнас тесен нумай тапаланмалла. Хамăр та ĕнтĕ миçе çул выльăхпа тĕрмешетпĕр, анчах кил-çурта ниепле те туса пĕтерейместпĕр. Кăçал çине тăрсах пÿрт тăррине çĕнетесшĕн. Витесене туса пĕтертĕмĕр, кăшт пушантăмăр темелле.
– Кун чухлĕ выльăха кил картинче тытма питĕ йывăр-çке. Чăн-чăн ферма. Тасалăхпа шăршă-маршă енчен те ...
– «Победа» хуçалăх саланнă хыççăн фермисем пушанчĕç, юхăнса кăна лараççĕ. Хамăр чылайранпа выльăхпа-аппаланатпăр пулин те фермер свидетельствипе иртнĕ çултанпа кăна ĕçлетпĕр. Нумаях пулмасть унччен хуçалăхăн пулнă ферма çуртне илтĕмĕр. Çăва тухсан мăйракаллă шултра выльăха унта куçарăпăр. Хăшĕ-пĕри халех унта. Фермăна шыв кĕртмелле-ха, çавă чарса тăрать.
Выльăха усрама пулĕ. Тăкакĕ пысăк-çке. Пĕр тĕслĕх кăна илсе парам. Сĕт пахалăхне тĕрĕслеттертĕмĕр. Шупашкара кайсах. Патшалăх стандартне тивĕçтернипе тивĕçтерменнине пĕлессишĕн çул укçи качки-масарĕпе 7-8 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Паллах, хамăр сĕт чи пысăк пахалăха тивĕçнине пĕлни аван ĕнтĕ. Паха сĕте вара пысăк хакпах вырнаçтарас килет. Етĕрнери сĕт-çу заводне парас тесен вĕсемпе килĕшÿ тумалла. Кунсерен турттармалла. Ĕçĕ мăй таран. Пĕр пус та ахаль кĕмест.
Шăрши-марши чăн та пур ĕнтĕ. Сысна тытнипе çыхăннă. Тислĕк шывне урамалла юхтармастпăр. Пур пекки анкартине каять. Тислĕке ферма çывăхне турттарсах тăратпăр. Кайран, лайăх çĕрсе çитсен, сутатпăр та.
Пурне те юраймăн
Ĕçлесен те, ĕçлемесен те çынна юрама йывăр. Ял-йыша пушшех те. Филипповсене ăмсанакансем те, кĕвĕçекенсем те пур. Хăшĕн-пĕрин кил картинче нимĕнле чун та çук чухне ыттисен тем те пурри те килĕшсех каймасть-тăр. Ĕнисене чуптарма та вĕсем патнех çавăтса килеççĕ, ана сухаламалла чух та тилмĕреççĕ. Усраса пăх-ха темиçе ĕне, сурăх, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп, пыл хурчĕ... Анкарти хыçĕнчех пĕве пулнăран хур усрама та меллĕ. Сăмах май, фермерсен хурĕсем çăмарта пусма ларнăччĕ те ĕнтĕ. Индоуткăсем те пур. Сутмалăх та, çимелĕх те çитĕнтереççĕ. Мĕншĕн пыл хурчĕ тытма шухăшлани те хăйне евĕрлĕ. «Ăна усрасси сысна çăвăрлаттарассиех мар-тăр терĕмĕр, – аса илет Валентина Николаевна. – Пирвай пĕлменнипе малалла ĕрчетмелли хуртсене те касса пĕтернĕччĕ. Пылне те юхтарма пĕлмен. Пурнăç пĕтĕмпех вĕрентет. Хамăр хурт тытиччен чăн-чăнни тесе туяннă пыл унашкаллиех пулманнине те тавçăратпăр халĕ. Ал-ура сурнине сиплеме эмел хатĕрленинчен пуçласа бальзам таранах тума вĕренсе çитрĕмĕр. Чи лайăх вĕрентекен вăл – пурнăç».
Вĕрентекен тенĕрен, Валентина Яковлева хăй те вунă çул шкулта ачасене музыка предметне вĕрентнĕ. Ача сачĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Илемлĕх тĕнчине çывăх çын çапла мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕçне кÿлĕнессе темиçе çул каялла, тен, шухăшламан та. Уншăн кÿренмест вăл. Ахальтен-им шкулта вĕреннĕ чухнех трактор правине илнĕ. Паян вăл кирек мĕнле техникăпа та чупма пултарать. Çăмăл машинăран пуçласа Зилпа пысăк комбайн таранах. Юрă-кĕвĕ вара... хăйпе пĕрлех. Ачаранах купăспа каланăскер пултарулăх концерчĕсене хут-шăнма та, Шупашкарта иртекен уяв каçĕсене кайса курма та мехел çитерет.
Ватти – çамрăккине
Филипповсемпе пĕрле пурăнакан Виктор Ефимович Орлов çинчен те кăштах каласа хăварам. Константинăн тăван мар ашшĕ вăл. Япăхрах илтнипе хытăрах ка-лаçма тивет унпа. «Хăлхара чуста йÿçет çав», – тесе шÿтлекен 77 çулти старик хĕл каçипе вĕрен-пăяв явать, карçинккасем çыхать. Çу каçипе вара анкартинче тăрмашать. Пахчара купаланса выртакан хăрăк турата та вăл каснă терĕç. Виноград та ÿстерет, улмуççи те сыпать. Хур пуссан тĕкне татма-çурма пулăшать. Хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех мăнукне, Иринăна, вĕрентсе хăварассишĕн ăшталанать.
Ватти вĕрентсен, çамрăкки ăша илсен пурнăç малалла теççĕ. Ĕçчен çемье ĕçĕ малашне те ăнса пытăрах. Техникăпа выльăх-чĕрлĕхшĕн çеç мар, хăвăршăн та пурăнăр тесе вĕçлес килет сăмахăма.
Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем.