Комментари хушас

23 Ака, 2014

Касури вăтăр ĕне

"Касури çак вăтăр ĕне хамăн пулсан-и?.. Мĕн чухлĕ укçа тăвăттăм", - выльăх хыççăн пушшине çаптарса утнă май шухăшланă ялти шкулта вĕренекен арçын ача. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ, самани те улшăннă. Халĕ вăл хăй мăнуксемлĕ пулса аслашшĕ ята илтнĕ. Тинех хăйĕн ĕне кĕтĕвне йĕркелесе янă. Пĕчĕк чухне ăна ялта Çеркей тенĕ пулсан, паян - Сергей Викторович Рожков. 1992 çултанпа - фермер.

Фермер юхăмĕ тĕвĕленме пуçласан тин унăн ĕмĕчĕн пĕчĕк пайĕ пурнăçланма тытăннă. Ĕнесем патне çитиччен çĕр улми ÿстерсе пăхнă, сысна ĕрчетме хăтланнă. Ĕçленĕ, тăрăшнă, анчах ял хуçалăх таварĕн хакĕ паян пур та ыран çук темелле. Ял çынни мăйракаллă шултра выльăх усрама пикеннĕ. Малтанах темиçе пуç туяннă, пăрулаттарнă. Йыша пĕчĕккĕн ÿстерсе 34 пуçа çитернĕ. Паянхи кун вăл кăшт чакнă. Пĕлтĕр уйра кÿпĕнсе тÿрех тăватă выльăх вилнĕ. Хуçалăха сыпăнтарса пыма фермера питех те йывăр. 2010 çулта хуралтăсем çунса кайнă хыççăн пушшех те. Анчах вăл - тĕлĕнмелле чăтăмлă та кăмăллă çын, ыррине шанма хăнăхнă. Пĕр сехете яхăн калаçнă хушăра: "Кирлĕ мар ку ĕç. Ыранах пăрахма хатĕр", - тенин сĕмне те туймарăм.

Çунса чĕрĕлнĕ

"Пăрахма шухăшламастăп. Сывлăх пур чухне ĕçлетĕп", - çапларах татса каларĕ вăл. Ĕмĕтри ĕнесенчен текех уйрăлмĕ фермер. Вĕсем халĕ унăн чунне, юнне кĕрсе вырнаçнипе тан.

Фермерăн хуçалăхĕ малтан тăван Кĕçĕн Йĕкĕт ял вăрманĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Çунса кайнă хыççăн ?халĕ вăл вырăнта çĕр улми упрамалли пушă хуралтă кăна% "Сугутское" пĕрлешÿ ертÿçи фермер выльăхне Палтай ялĕ çумĕнчи юхăннă фермăра "пурăнма" ирĕк панă. Кунти пурнăçа çĕнĕрен пуçлама, юхăннине йĕркене кĕртме çăмăл килмен, анчах фермер пуçне усман: сапламаллине сапланă, тайăлнине тÿрлетнĕ, йăтăннине майлаштарнă. Ертÿçĕ хăех столяр, платник пулнă. Ĕçе йышпа тумалла чухне кăна юттисене явăçтарнă. Пулăшма халĕ те кÿршĕ ял çыннисем çÿренине асăнчĕ.

Тăван ял çыннисем мар, ытларах чухне юттисенчен пулăшу ыйтма тивнине пĕр Сергей Викторовичран кăна илтместĕн. Ăмсану, курайманлăх туйăмĕ чăннипех кăшлать-ши пирĕн чунсене е çакна урăххипе сăлтавламалла? Авă, хуçалăхăн малтанхи хуралтисем çунса кĕлленсен ыр кăмăллисем фермера укçапа пулăшма тĕв тунă. Кÿршĕ ялсем те пуçтарса панă, тăван ялĕнче вара темиçе çын кăна тупăннă.

Сергей Рожкова çав тери ăмсанмалли фермер тееймĕн. Ферма территорийĕнчи хуралтăсен пĕр пайне юсаса çĕнетнĕ, анчах тумалли çавах нумай. Çĕнĕ вырăнта ĕçе йĕркелесе ярас тесе килти юлашки укçа-тенкĕне пĕрре мар пуçтарса тухнă. Выльăх валли шыва Сергей Викторович хальлĕхе пичкепе килĕнчен турттарать. Юрать ал айĕнче техника пур. Çав шутра - тырă вырмалли те, утă хатĕрлемелли те. Çĕрĕ те çителĕклĕ. Арендăна илнĕ лаптăксем пур, унăн çумне харпăрлăха илнĕ хăйĕн çĕр пайĕсем хушăнаççĕ. Ытах кирлĕ чухне вăрман хуçалăхĕн çаранĕсенчи курăка çулма май пур. Кун пек пĕтĕмĕшле лаптăк çĕр гектара яхăнах пуçтарăнать. Пуçтарса илни йăлтах выльăх хырăмне кĕрет.

Апат енчен аптăраманран ĕнесем ?сăвăнаканнисем - 12% сĕт аван антараççĕ. Пĕлтĕр кашнинчен вăтамран 5000 ытла килограмм суса илнĕ. Пысăк кăтартăва кура виççĕмĕш çул ĕнтĕ фермер сĕтшĕн паракан субсидине илет. Пĕр енчен, патшалăх пулăшать, тепĕр енчен, хаксем вылянине кура пĕр литр сĕтĕн сутăн хакĕ 17 тенке анса ларнă.

Татах та вĕренмелле

Патшалăх пулăшсан ĕçлеме пулать тени савăнтарать, шанăç парать. Анчах çакăнпа пĕрлех Сергей Викторович пирвайхи капитал пулмасан фермер ĕçне аталантарма кăткăссине палăртать. Халĕ ĕçе тин çеç пуçăнакан фермерсене патшалăх грантпа хавхалантарать, анчах ăна кашни тивĕçеймест. Çавăнпа укçа-тенкĕсĕр малалла каяймăн.

Çемье фермисене аталантарма та патшалăх грантпа пулăшать. Сергей Рожков ăна илеймест. Калăпăр, хуçалăхне аталантарма ăна 5 миллион тенкĕ кирлĕ (çакна вăл конкурса тăратнă бизнес-проектра палăртнă тейĕпĕр). Гранта тивĕçес тесен çак суммăн 40 проценчĕ çумра пулмалла. Ун чухлĕ укçа çук. Тепĕр тесен - хăйĕн 2 миллион пулсан ăна урăх укçа кирлĕ те мар. "Саппасра 500 пин тенкĕ пулсан та ыйтмăттăмччĕ, - тет вăл. - Ку укçапа чиперех ĕçлесе кайма пулать". Çукран ирĕксĕрех кредитсем илме тивет. Вĕсене чиперех татса пырать фермер.

Хăйĕн ĕçне пуçарса яма унăн пирвайхи капитал - трактор - пулнă. Фермера тухиччен Сергей Викторович выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем тăвакан строительство организацийĕнче трактористра тăрăшнă. Паян хуçалăхĕнче техникине те хăех юсать.

Нумаях пулмасть ертÿçĕ тепĕр ĕçе вĕреннĕ. Халĕ вăл выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерет. Ял халăхне те пулăшма хатĕр. «Ветеринар та хăвăрах пулĕ?» - тесен пуçне пăрать. Ку ĕçе арăмĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ-мĕн.

"Татах та вĕренмелле. Финанс ĕçне лайăх пĕлмелле. Отчетсем панă чухне çакă питех те кирлĕ. Академи пĕтерсе ăсчах пулмалла вĕсен халĕ", - палăртать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Вера Павлова. Специалистсем фермерсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăраççĕ, кирлĕ хутсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Анчах тепĕр чухне хĕтĕртме те тивет. Сергей Рожков та малтан сĕтшĕн субсиди илме хутсем тăратасшăнах пулман. Ĕçне тусан, укçине илсен ял çыннин кăмăлĕ савăнăçпа тулнă. Кăмăлпа ĕçленĕ чухне йывăрлăха туймасть фермер. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмелле унăн: пĕчĕккĕн ăратлă выльăх туянса ĕрчетесшĕн, тыррăн элита вăрлăхне акса пăхасшăн. Сахал мар тÿссе ирттернĕ çынна ăнăçтăрччĕ çеç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.