Комментари хушас

23 Ака, 2014

Вун улттăран пуçласа

Халĕ ачасен мопедпа та, скутерпа та хăйсем тĕллĕн çÿреме юраманнине илтнĕччĕ. Чăнах-ши?

Любовь Васильева.

Муркаш районĕ, Оринин.

- Мопедпа тата скутерпа çÿрекенсемшĕн çул-йĕр правилисем пĕр пек. 16 çул тултарсан кăна ача вĕсен рульне тытма пултарать. Çумра унăн М категориллĕ права пулмалла. Ытти категориллĕ правасемпе те вăл асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме пултарать. Çамрăк водителĕн çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Тĕслĕхрен, мопед е скутер рульне пĕр алăпа тытса пыма, пассажирсене илсе çÿреме ?шанчăклă хушма вырăн йĕркеленĕ пулсан çеç 7 çултан кĕçĕнрех пĕр ачана лартма пултарать%, руль тытса пыма чăрмантаракан тиевсем турттарма, трамвай çÿрекен е темиçе ярăмлă çулсем çинче сулахаялла пăрăнма е çаврăнма юрамасть. Çавах та водитель чарăнса скутер çинчен анма пултарать. Кирлĕ çĕре çуран утса çитсен унăн каллех транспортпа малалла кайма май пур.Мопедпа çÿренĕ чухне пуçа ятарлă шлем тăхăнмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.