Хресчен сасси

15 Çу, 2015

Шăла-çăвара таса тытăр

Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланас тесен шăла-çăвара яланах таса тытмалла.Çавăнпа апат çимессерен çăвара чÿхемелле. Шăла кунне икĕ хутчен - ирхине тата каçхине - тасатма сĕнеççĕ.

Шăл щетки ытлашши хытă пулмалла мар. Вăл шăл сийне пăсма пултарать. Çĕнĕрен туяннăскере темиçе хутчен супăньпе çумалла, спиртпа çиелтен сăтăрмалла. Кун пек тусан вăл лайăх тасалать. Шăл щетки кашни çыннăн уйрăм пулмалла.

15 Çу, 2015

Тутлă катлет çиесчĕ

Çак кунсенче Вăрмар районĕнче пурăнакан Илья Михайлов редакцие шăнкăравласа тутлă катлет мĕнле пĕçермеллипе кăсăкланчĕ. Тăхтама ыйтсан: «Мана халех кирлĕ, хăнасем çитмелле», - терĕ вăл. Арçын васканăран пĕр рецепчĕпе паллаштарнипех çырлахма тиврĕ. Хаçат вулакансен кăмăлне шута илсе тутлă катлетсем пĕçерме вĕренĕпĕр.

Сысна, ĕне ашĕпе

Кирлĕ пулать: 300 г сысна ашĕн фаршĕ, 400 г ĕне ашĕн фаршĕ, 100 г вĕтетнĕ сухари, 2 пуç сухан, тăвар, пăрăç, 300 мл сивĕ шыв.

13 Çу, 2015

Мирлĕ пурнăçа упрар

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне пирĕн республикăра чылай вăхăт асра юлмалла уявларĕç. Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра уяв ячĕпе митинг тата вырăнти гарнизон подразделенийĕсен полкĕн парачĕ иртрĕ.

13 Çу, 2015

«Çĕр типиччен вĕçлетпĕрех»

Çанталăк уяр, типĕ тăнă май, çĕр ĕçченĕсем уй-хиртен кĕме пĕлмеççĕ темелле. Иртен пуçласа каçчченех техника кĕрлени илтĕнет. «Çанталăк çумăра кайиччен акса-лартса ĕлкĕресчĕ», - теççĕ çынсем.

Pages