Чăваш хĕрарăмĕ

25 Утă, 2015

Выля, хуткупăс!

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççейри виçĕ теçетке ытла купăсçă, вăтăр пилĕк юрă-ташă коллективĕпе юрăç Тутарстанри Аксу районĕнчи Енрусьел ялне "Выля, хуткупăс!" 6-мĕш фестивале пухăнчĕç.

25 Утă, 2015

«Шанăç» пики Надежда

- Атте вăрçă пуçлансан икĕ уйăхран çуралнă. Асатте фронтра командир пулнă. Фашистсене хăвăртрах çĕнтерес тесе ывăлне Герман ят пама хушнă вăл. Шел, хăй вăрçăран таврăнайман, Крым çĕрĕ çинче пуçне хунă, - аса илет çывăх çыннисене Надежда Разинова.

25 Утă, 2015

Юрамалла, юратмалла...

Телей пирки сăмах хускатсан кашни хĕрарăмах тенĕ пек ачисене аса илет: “Вĕсен йăлтах лайăх пултăр - çавăн чухне кăна амăшĕн чĕри лăпкăн тапма пултарать”. Мĕн тăвас тетĕн, качча тухнă çамрăк хĕрарăма психологсем упăшкипе те тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Ахальтен-им арçынна çемьери аслă ачапа танлаштараççĕ? Тимлĕхĕ те, ачашлăхĕ те ăна пепкесенчен пĕрре те сахалрах кирлĕ мар. Анчах идеал шайне çитме ай-яй! çăмăл мар хĕрарăма та. Уйрăмах - ача тин кăна çуралнă хыççăн.

25 Утă, 2015

74 çулта çава туптама вĕреннĕ

Тĕнчипех маннă, пĕр Турă кăна ас туса тăракан ялта, Муркаш районĕнчи Коминтернра, тĕпленнĕ Герольд Алексеевпа тĕл пулнă хыççăн "Чăваш хĕрарăмĕнче" экс-министрсен ярăмне уçас шухăш çуралнине вулакана пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Министр пуканне пушатнă хыççăн мĕнле пурăнаççĕ министерство тилхепине тытса пынисем?

Pages