"Пирĕн культура туристсемшĕн кăсăклă..."
Светлана АСАМАТ, Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ |
Çынсем музей ĕçченĕсем питĕ тăрăшса йĕркеленĕ куравсене çителĕклĕ çÿременни кулянтарать мана. Мĕн кирлĕ паян халăха? Мĕн кансĕрлет тăван халăхăн мухтавлă ĕç-хĕлне халалланă куравсене пырса тĕлĕнме, хавхаланма? Пĕтĕм чун хавалĕпе хамăршăн хамăр савăнма? Мĕнрен килет ку? Камран килет?
"Лаша пуласси - тихаран" тенĕрен, чăваш ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене чăваш пулса ÿсме вĕрентеççĕ-и? Ватти-вĕтти тăван культурăна, литературăна, çапăçу хирĕнче пуç хунă паттăр салтаксене, вăрçăран таврăннă çĕнтерÿçĕсене чăннипех чыслама пĕлет-и? Пĕлес тет-и? Çак ыйту канăç памасть мана...
Чăваш наци музейĕнче "В лесу прифронтовом" курав ĕçлет. Пысăках мар вăл, анчах та унта пыракансене каласа кăтартмалли мĕн тери нумай! Юрăпа ташă ансамблĕ, чăваш тата вырăс драма, пукане театрĕсем вăрçăри салтаксем, госпитальте сипленекенсем, уй-хирте тар тăкакансем, предприятисенче ĕçлекенсем патне концертсемпе çÿрени çинчен каласа кăтартать. Унтах çапăçусене хутшăннă композиторсем, драма артисчĕсем вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та чăваш культурине аталантарма епле тăрăшни çинчен пĕлме пулать.
Мухтанас та килет вĕсемпе - культура ĕçченĕсемпе. "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе чи малтан чысланисен хушшинче - Л.Орлова, Л.Утесов, Д.Шостакович, К.Шульженко, В.Этуш тата ыттисем. Вĕсен йышĕнчех - çав çулсенче Чăваш юрăпа ташă ансамбльне ертсе пынă Г.Лебедевпа Ф.Лукин композиторсем. Унсăр пуçне - пурте пĕлекен, чăваш çĕрĕн сиплĕхĕпе аталаннă, СССР халăх артисчĕсем М.Михайлов тата Н.Мордвинов.
Курава пырса çÿрекенсем ыйтнипе илемлĕ тата документлă фильмсем кăтартатпăр. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çуралнă юрăсене баянпа юрлатпăр.
Асăннă куравпа тĕрлĕ регионтан килнĕ хăнасемпе пĕрлех туристсем те паллашаççĕ: Самар, Сарă ту, Пермь, Владивосток, Швеци, Норвеги... Çак ĕçе йĕркелекенсене пуç тайса тав тăваççĕ.
Чăвашсем, çÿрĕр музейсене! Çĕклĕр, тархасшăн, хăвăрăн кăмăлăрсене! Пуянлатăр хăвăрăн чунăрсене!