- Чăвашла верси
- Русская версия
"Ют ачасем çук..."
Çак кунсенче Шупашкарти Дементьев урамĕнчи 1-мĕш çуртра ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕннĕ çамрăксене хваттерсем пачĕç. Вунпилĕкĕн пулчĕç вĕсем, хăтлă çуртра тăван кил ăшши тупнисем.
Тăлăхсене хваттер уççи панă ятпа ирттернĕ уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "СУОР" ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев тата ыттисем хутшăнчĕç.
Тăлăх ачасем валли кăçал 61 хваттер хатĕрленĕ. Пурте вĕсем Дементьев урамĕнчи 1-мĕш çуртра вырнаçнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 17 çамрăк çĕнĕ хваттер уççиллĕ пулĕ.
Шупашкар хулинче черет кĕтекен тăлăхсем - 531-ĕн, çав йышран 214-шĕ 18 çул тултарнă. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлеççĕ.
"Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн. Йывăр шăпаллăскерсене тĕрĕс воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтересси, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси - аслисен тивĕçĕ. Çамрăксене вара çутă малашлăх сунатăп. Тăван çĕре юратăр, ырă ĕçĕрсемпе Чăваш Ене, Раççее савăнтарăр", - терĕ Михаил Васильевич хваттер хуçисене ăнăçу сунса.
Михаил Игнатьев асăннă микрорайон ÿссе-сарăлса пынă май унăн инфратытăмне аталантарса кунта çитес çул тепĕр ача сачĕ, 2017 çулта 1200 вырăнлă вăтам шкул хута каяссине, çывăх вăхăтрах куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасем уçăлассине, общество транспорчĕ çÿреме пуçлассине пĕлтерчĕ.
/Хамăр инф./.
Комментари хушас