Комментари хушас

25 Утă, 2015

Выля, хуткупăс!

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççейри виçĕ теçетке ытла купăсçă, вăтăр пилĕк юрă-ташă коллективĕпе юрăç Тутарстанри Аксу районĕнчи Енрусьел ялне "Выля, хуткупăс!" 6-мĕш фестивале пухăнчĕç.

Кунта Самар, Мурманск, Нурлат, Лениногорск, Элмет, Чистай, Çарăмсан, Елабуга артисчĕсемпе пĕрлех Чăваш Ен юрăçисем те хутшăнчĕç.

- Малтанах чăвашсен фестивалĕ пек йĕркеленнĕ "Выля, хуткупăс!" халĕ Раççей шайне куçрĕ. Пирĕн республикăра тĕпленнĕ халăх туслăхпа килĕшÿре пурăннине çирĕплетекен уяв ку, - терĕ Тутарстанри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Константин Яковлев пухăннисене саламланă май.

Фестиваль хăнисемпе кураканĕсене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Тутартсан президенчĕн департаменчĕн наци политикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Данил Мустафин тата Тутарстанри Халăх туслăхĕн çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов саламларĕç.

Фестиваль туй йăли-йĕркине кăтартнинчен пуçланчĕ. Кивĕ Ÿселтен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ хăйсем патĕнче ку йăла мĕнлерех иртнине кăтартрĕ. Чăвашсен мăшăрланупа вилĕм çын пурнăçĕнчи тĕп пулăмсем шутланнă. Хăнасем туй йăлине кăтартма лайăх хатĕрленнĕ. Хĕр сутнипе те, ашшĕ-амăшĕ пил панипе те паллаштарчĕç вĕсем.

Фестивальте чи лайăх купăсçă ятне Нурлатран килнĕ Василий Абрамов тивĕçрĕ. Вăл тÿресене чăваш кĕввине хăйне евĕр илемлетнипе, фольклора пуянлатнипе палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Самар каччи Виктор Натаров. Çамрăка куракансем çирĕп сассишĕн кăмăлларĕç. Виççĕмĕш музыка инструментне вылянтарнă май вăрттăнни çинчен шăрантарнă Николай Гришин /Лениногорск/ пулса тăчĕ.

Фестиваль Константин Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килни те пĕлтерĕшлĕ. Константин Геннадьевич çур ĕмĕр тултарнине шăпах çуралнă тăрăхĕнче паллă турĕ. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн культура анинче пархатарлă тăрăшнăшăн вăл "Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ. Указпа Николай Угаслов паллаштарчĕ.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.