Чăваш хĕрарăмĕ

27 Çĕртме, 2015

Топинамбур

Пахчара çĕр груши /топинамбур/ нумай. Ăна хитрелĕхшĕн лартса ÿстеретпĕр. Çак çимĕçĕн паха енĕ нумай тата вăл сывлăхшăн усăллă теççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

ЕЛЕНА С.

Çĕрпÿ районĕ.

27 Çĕртме, 2015

Телейĕм ăçта-ши?

Паян та аслăк тăрринче вăранса кайрăм. Куç шыçăннă, пуçăм чукмарпа çапнă пекех ыратать. Чим, мĕн пулнăччĕ-ха манпа? Мĕншĕн кунта выртатăп-ха? Ачамсем ăçта-ши тата? Ăс-тăн та юлашки вăхăтра арпашăнма тытăнчĕ мар-и? Ара, çĕркаç каллех çĕçĕпе хăратсах килтен хăваласа кăларса ячĕ-çке. Эх, кун пекки ман пурнăçăмра мĕн чухлĕ пулман-ши? Кÿрше-арша калаçтарса яла кĕрлеттерес мар тесе хĕл кунĕсенче ĕне çумĕнче те пайтах хĕл каçнă.

27 Çĕртме, 2015

Çывăх тăван кĕвĕçет

"Пирĕн кĕрÿ çавнашкал та..." - тет Иринăн амăшĕ ĕçкĕ-çике пуçтарăннă хăнасене. Мĕнешкел вара вăл? Хваттерсĕрри, машинăсăрри... Хĕрĕ темшĕн суйласа илнĕ ĕнтĕ ăна.

Çыннăн хваттерне тара тытса пурăнасси кама килĕштĕр? Пиччĕшĕ йăмăкне пурăнмалли хăйĕн кĕтесне сĕнчĕ. Çамрăк çемье çакна кăна кĕтнĕ тейĕн - хăпăл-хапăл вырнаçрĕ унта. "Упăшка çĕрĕпе çывăратмасть те мана..." - ĕçе килсен кушак пекех мăрлатрĕ çĕн çын. "Чăнах-и?" - çавăрса илчĕç ăна качча тухманнисем.

20 Çĕртме, 2015

Ку тăрăхра Макçăмсем татах та çуралĕç-ха

Машинăпа вĕçтерсе пынă май нумай-нумай çул тÿпенелле кармашакан симĕс хырсем, анлă та сарлака уй-хир, çерем çинче ирĕклĕн çÿрекен лашасемпе пĕчĕк тихасем чÿречерен мĕлтлетсе юлаççĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ Шăмăршă тăрăхĕ! Йĕри-тавра - вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман, уçланкăсем...

Pages