«Хыпарçăсем» аякри йăхташăмăрсем валли кĕнеке пухаççĕ

12 Авăн, 2017

«Хыпар» издательство çурчĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем ыйтнипе иртнĕ уйăхăн çурринче «Регионсенчи ентешсене – тăван чĕлхепе тухнă кĕнекесем» акци пуçарчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕччен пыракан ырă пуçарăва çыравçăсем те, вулакансем те хастар хутшăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне 300 ытла кĕнеке пуçтарăннă та ĕнтĕ.

Автографлă парнесем юпа уйăхĕнче Раççейри тĕрлĕ регионта пурăнакан чăваш-йăхташăмăрсем патне çитĕç. «Тăван чĕлхепе тухнă кĕнекесемпе тивĕçтерме ыйтса çырнă çырусем редакцие килсех тăраççĕ, çавăнпа ыр кăмăллăх акцине вулакансем, ытти ентешсем хутшăнма, Пичет çуртĕнче вырнаçнă «Тăван Атăл» журнал редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 301 пÿлĕм/ илемлĕ литературăпа пĕрлех вĕрентÿ пособийĕсем илсе пыма пултараççĕ», – паллаштарать акципе «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» литература журналĕн редакторĕ Лидия Михайлова.

Ыр кăмăллăх акцине хальлĕхе Анатолий Кибеч, Сергей Павлов, Валерий Алексеев, Раиса Сарпи, Николай Максимов, Станислав Отрыванов, Улькка Элмен, Лидия Сарине, Валерий Алексеев, Раиса Ворбьева, Геннадий Кабаков çыравçăсем, Клара Осокина, Антонина Андреева, Александр Вражкин, Олег Мальцев хастарсем хутшăннă.

Наци медиахолдингĕнче тăрăшакансем те уçă чунлă пулса кĕнеке парнелеççĕ. Вĕсен йышĕнче – издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, редакторăн çумĕ Геннадий Максимов, Надежда Смирнова, Валентина Петрова, Валентина Смирнова, Роза Власова журналистсем.

 

Рубрика: 

Комментари хушас