Вера ТИТОВА. Лидия МИХАЙЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

12 Авăн, 2017

«Хыпарçăсем» аякри йăхташăмăрсем валли кĕнеке пухаççĕ

«Хыпар» издательство çурчĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем ыйтнипе иртнĕ уйăхăн çурринче «Регионсенчи ентешсене – тăван чĕлхепе тухнă кĕнекесем» акци пуçарчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕччен пыракан ырă пуçарăва çыравçăсем те, вулакансем те хастар хутшăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне 300 ытла кĕнеке пуçтарăннă та ĕнтĕ.